Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕ Иванпа, хĕрĕ Марияпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ кунне халалласа ирттернĕ уяв митингне Çĕнĕ Шупашкара çитсе килнĕ

 


Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕ Иванпа, хĕрĕ Марияпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ кунне халалласа ирттернĕ уяв митингне Çĕнĕ Шупашкара çитсе килнĕ. Паллă пулăма Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн пайташĕ Вадим Николаев, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ – «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарьĕ Николай Малов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Çĕнĕ Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Матвеев,  хула администрацийĕн  пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Чепрасова тата та ытти официаллă çынсем пухăннă.   Митинга килнисене саламланă май, Михаил Игнатьев Аслă Çĕнтерӳ пире калама çук пысăк сумпа килнине, йывăр çухату панине каланă.  Хăй вăхăтĕнче 13 ялран тăнă вырăнта Çĕнĕ Шупашкар хули ӳссе ларнă.  Хуларан пине яхăн салтак вăрçăна тухса кайнă, 765-шĕ каялла тăван кĕтесе, çемьене таврăнайман.  Çав тери палăртма йывăр, пирĕнтен çулсерен паттăр салтаксем уйрăлса каяççĕ.  Вĕсен паттăр ĕçĕсем пирĕн асра. Питĕ кăмăллă, эпир вăрçăра паттăррăн çапăçнисемпе пĕрле паян пулатпăр. Пысăк хисеп пирĕншĕн.  Вĕсен паттăр ĕçĕсем пуриншĕн те тĕслĕх», - тенĕ Михаил Игнатьев. «Кĕске вăхăт хушшинче вăрçă хыççăн пĕтнĕ ялсемпе хуласене ура çине тăратма çăмăл пулман. Çĕнĕ Шупашкар та çĕкленсе пынă.  Пурне те куншăн пысăк тав.  Тăван çĕршыва тăшманран çăлса хăварнă салтаксем ĕмĕр пирĕн асра», - тенĕ республика Ертӳçи. «Пирĕн республикăри социаллă пурнăçпа экономикăна лайăх аталантарса пырасси таса тивĕç.  Çитĕнекен ăрăва та патриотизмла туйăма аталантарса пыма кирлĕ пек майсем йĕркелесе пырасси те кун йĕркинчех», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.   Çĕнĕ Шупашкар хула  пуçлăхĕ Олег Матвеев хăйĕн сăмахĕнче çак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх пулнине, вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑнине палăртнă. Фашистла Германие ҫӗнтерессине ҫывхартас ӗҫе миллионшар ҫын хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпе хывнине, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗршывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панине асăннă.  Вăрçă ветеранĕ Иван Торин хăйĕн сăмахĕнче иртнине аса илсе, 1941-мĕш çулта çĕртме уйăхĕн 22-мĕш кунĕ пирки пăшăрханса  каланă. Шел те, вăхăт чарăнусăр, пирĕн хушăра çав паттăрла çулсенчи пулăмсене хăй куçĕпе курнă çынсен шучĕ çулсерен сахалланса пынине асăннă. «Çĕре çити тайма пуç паттăрсене! Çĕнтерӳ халăхне мухтав! Вăрçăри паттăрлăхшăн тата мирлĕ пурнăçри ырми-канми ĕçĕршĕн пурне те пысăк тав!», - тенĕ вăл. Çĕнĕ Шупашкарти 5-мĕш №-лĕ шкулта кадетсен уйрăмĕнче вĕренекен Роман Власенко хăйĕн сăмахĕнче вăрçă паттăрĕсен çитĕнĕвĕ тата тыл ĕçченĕсен манăçми ĕçĕ нихăçан та асран тухманнине пĕлтернĕ.  Митинга пухăннисем пĕр минутлăха шăплăха тытса палăксем умне чĕрĕ чечексем хунă. Тĕплĕнрех



10 мая 2016
10:52
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter