Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа «Çĕнтерӳ» палăк умне чĕрĕ чечек çыххисем хунă

 


Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче мĕн иртен пуçласа каçчен Çĕнтерӳ кунне халалласа юрă-кĕвĕ янăранă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа пысăк мероприятисем иртнĕ.  Çак паллă кун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ĕмĕрлĕх  вут-çулăмĕ  патĕнчи «Çĕнтерӳ» палăк умне Шупашкарта  чĕрĕ чечек çыххисем хунă. «Çĕнтерӳ» Асăну Мемориалĕ умне чечексене çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче ĕçлекенсем, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, ветерансем тата та ытти официаллă çынсем пуçтарăннă.   Митинга пухăннисем пĕр минутлăха шăплăха тытса палăк умне чечексем хунă.    Тĕплĕнрех



10 мая 2016
13:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter