Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çĕнĕ çумĕсене çирĕплетсе Хушăва алă пуснă

Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çĕнĕ çумĕсене çирĕплетсе Хушăва алă пуснă.  Официаллӑ ĕç хучĕпе килӗшӳллӗн, Чăваш Республикин экономика аталанӑвӗн министрне Владимир Аврелькина тата Чăваш Республикин строительство министрне Олег Маркова Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗсем пулма çирĕплетнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак кун ертӳçĕсемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ, Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса тухăçлă ĕçлесе пыма чĕнсе каланă. Патшалăх ыйтăвĕсене татса парассипе яваплăха туйса ĕçлеме шантарнă çĕнĕ должноçе йышăннă ертӳçĕсем Владимир Аврелькинпа Олег Марков.



11 мая 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter