Çĕнĕ Шелттем ял клубĕнче Шелттем ял тăрăхĕн «Астăвăм» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ

Майăн 9-мĕшĕнче, Шелттем ял тăрăхĕнче Аслă Çĕнтерÿ кунĕн уяв программи тĕрлĕ мероприятипе тулли пулчĕ. Чи паллă пулăм - Çĕнĕ Шелттем ял клубĕнче Шелттем ял тăрăхĕн «Астăвăм» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. 1941-1945-мĕш çулсенче пынă Тăван Çĕр-шывăн Аслă вăрçине Шелттем ял тăрăхĕнчен (юлашки сведенисем тăрăх) 539 ентеш хутшăннă. Ентешсен ячĕсене, вĕсен паттăрлăхне ĕмĕрех асра хăварас тĕллевпе, пирĕн ентеш Н.Г.Николаев пуçарнипе, «Астăвăм» кĕнеке шăпах Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн кун çути курчĕ. Кĕнеке – пуриншĕн те Аслă уяв ячĕпе чăн-чăн парне пулчĕ.

  Вăрçăра пуç хунă, çĕнтерÿшĕн кĕрешнĕ паттăр ентешсен сăнÿкерчĕкĕсене пуçтарса асăну стенчĕ тăвас ĕçре, Шелттем шкулĕнче нумай çул хушши вĕрентекен пулса ĕçленĕ Ерицов Маркел Ивановичăн тÿпи çав тери пысăк. Вăл пуçарнă сăваплă ĕçе пирĕн ăру малалла тăсса, çакăн пек хаклă кĕнеке, «Астăвăм» кĕнеке халăх патне çитрĕ.  Кĕнекен пĕлтерĕшĕ çинчен  Шелттем ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Г.Николаев, ĕç ветеранĕсем Н.Н.Воронцова, М.П.Ендеров, ытти ял çыннисем ырă сăмахсем каларĕç, ентеше Николаев Николай Германовича  чĕререн тав турĕç,  тулли телей, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Вăрçă, тыл, ĕç ветеранĕсене «Астăвăм» кĕнеке парса чыс турĕç.

«Пĕр çын сурать – типсе пырать, халăх сурать – кÿлĕ пулать», - тенĕ халăхра. Пысăк тав сăмахĕ каласа хăварас килет кĕнеке кăларнă çĕрте пулăшса пынишĕн, материалсем, сăнÿкерчĕксем тупма пулăшнишĕн ял администраци, культура, медицина, вĕрентÿ ĕçченĕсене, шкул ачисене, ял çыннисене.

Шелттем ял тăрăхĕн «Астăвăм» кĕнекине (Воронцовка, Кашкар-Çырми, Маяк, Çĕнĕ Шелттем, Кивĕ Шелттем ялĕсем) Республика, район шайĕнче пичетленнĕ «Астăвăм» кĕнекери, архиври,  интернет-сайтри материалсем тăрăх пуçтарса пичетленĕ.

«Никама та, ниме те манăçа хăварас марччĕ!», - çакăн пек девизпа ĕçлерĕ кĕнекене кăларас енĕпе ĕçлекен пирĕн туслă ушкăн. Тавах пурне те!

«Астăвăм» кĕнеке 500 экземплярпа пичетленнĕ, сăнÿкерчĕксемпе, статьясемпе пуян, 316 страницăран тăрать. Кĕнекепе ял вулавăшĕнче, шкулта, ял клубĕсенче курса паллашма, асăнмалăх туянма пулать.

 Паттăр ентешсене ĕмĕр-ĕмĕр асра тытса пурăнар!

                               Т.В.Иванова (Канаш районĕ)



11 мая 2016
13:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter