Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе тата тĕрлĕ служба ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Çĕнтерӳ кунне хатĕрленсе ирттернĕ пысăк мероприятине чаплă йĕркеленĕшĕн пурне те тав тунă. Уяв çитĕнекен ăрăвăн патриотизм туйăмне аталантарма, тăван çĕршывшăн мăнаçланма май панине каланă.

 Уяв мероприятийĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Чепрасова, Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин каласа кăтартнă. Вĕсем каланă тăрăх, республикăри районсемпе хуласенче пĕтĕмпе 2,5 пин ытла мероприяти иртнĕ, вĕсенче 500 пин çын хутшăннă. Мĕнпур муниципалитетсенче «Вилĕмсĕр полк» Пĕтĕм тĕнчери акци пулнă. Палăртма кăмăллă, кăçал акцине 35 пин çын хутшăнма кăмăл тунă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, 4 пин çын ытларах.   Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин уявсенче йĕркене пăснă тĕслĕхсем пачах та пулманнине пĕлтернĕ.

2015-2016-мĕш çулсенче нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе йышăннă плана пурнăçа кĕртсе пынин кăтартăвĕпе Чăваш Республикин строительство министрĕ Олег Марков тĕплĕн паллаштарнă. Министр каланă тăрăх, 2014-2043-мĕш çулсенче пурĕ Чăваш Енри нумай хваттерлĕ 5055 çурта тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелесе ирттерме план тунă.  Çулсерен кĕске вăхăтра çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме те ятарласа план йышăнса пынине каласа хăварнă. 2015-2016-мĕш çулсенче пурĕ 429 çурта тĕпрен юсама палăртса хунă, ĕçе вара 2016-мĕш çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпех вĕçлеме те тĕллев лартнă. Республикăри нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе ĕçлекен фондăн генеральнăй директорĕ Олимпиада Епифанова паянхи кун 49 объектра хĕрӳ ĕç пынине асăннă.  Халăхран взнос пухасси те аванах, пĕрремĕш кварталта пурĕ 69 процент пуçтарнине пĕлтернĕ. Çынсем патне хыпарсене туллин тата вăхăтра илсе çитермеллине, енчен те вĕсем хăйсен пайне вăхăтра пуçтарса пырсан, хăйсем пурăнакан çуртсене тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелессипе маларах та плана кĕрсе пыма пултарассине каламаллине асăннă ертӳçĕсем.   Чăваш Республикинчи строительство министрĕ Олег Марков Çĕнĕ Шупашкарти «РОСПАН» ТМЯО строительство ĕçĕсем пирки  чарăнса тăнă. Объекта тĕпрен хута яма темиçе хутччен те килĕшӳ хутне куçарса пынă, паянхи куна та çĕнĕ Шупашкарти объектăн ĕçĕ 90 процент çеç, пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтерме вара кăçал çу уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне йышăннă пулнă. Ытти объектсем пирки текалаçнă, строительсем графикран юлса ĕçе пурнăçланине палăртнă ертӳçĕсем. «Пирĕн тĕп тĕллев - халăх интересĕсене хӳтĕлесси, вĕсене улталанса юлассинчен пăрса хăварасси. Ĕçе çирĕп тĕрĕслемелле», - тесе асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçин çумĕ – тĕрĕслев управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Метелкин лару-тăрăва кулленех çирĕп тĕрĕслевре тытнине каланă. Йĕркене пăсассинчен прокуратура ĕçченĕсемпе те тачă çыхăнса ĕçленине асăннă. «РОСПАН» ТМЯО представителĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче хальхи вăхăтра финанс енчен тĕрев паракан «Мегаполис» банк ĕçе хутшăннине, вĕсене пула, шăпах та объектсене вĕçне хĕрне тухма май килессине пĕлтернĕ, микрорайонти объектсене пурнăçа кĕртсе пĕтерме шантарнă. Çĕнĕ Шупашкар администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Чепрасова докладра «Мегаполис» банк представителĕсемпе çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче ĕçлĕ тĕлпулу ирттернине каланă, ун чухне шăпах та халăхран хушма укçа пуçтарас ыйтăва пăрахăçлассине палăртни пирки сӳтсе явнине асăннă.  Çĕнĕ Шупашкарти «УК Новеэк» ТМЯО ĕçĕ çинчен республикăри патшалăх çурт-йĕр тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков каласа хăварнă, уйрăм кăлтăксем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене халăхпа пĕрле, депутатсене явăçтарса, вырăнти влаçпа татса пама сĕннĕ республика ертӳçи, хăй вăхăтĕнче муниципалитетри влаç хăйне шанса панă ĕçе кирлĕ пек шайра пурнăçласа пыманнине кура, паян пĕтĕмпех çак ыйтусем халăха пăшăрхантарнине асăннă.   

 Канашлура Элĕк районĕнче пулса иртнĕ инкек пирки те сăмах пуçарнă. Вут-кăварта харăсах 8 çын çунса вилнĕ, вĕсенчен 4-шĕ ача пулнă. Айăпĕ те паллă, кăмака хутнă чухне, асăрхануллă пулманни.   Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов, республикăри ачасен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков хăйсен сăмахĕсенче инкеке лекнĕ çынсен тăванĕсене вилесене пытарма пулăшу пулассине пĕлтернĕ. Калас пулсан, ялсенче паянхи куна пушартан сыхланма дозор çителĕксĕр йĕркеленĕ, кун пирки пурин те тарăн шухăшласа, малашне инкексем пулассинчен асăрханса çирĕп мерăсем йышăнса хăвармалли çинчен асăрхаттарса хăварнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

 

 



11 мая 2016
09:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter