Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ

Çу уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн кулленхи ларăвĕ иртнĕ, ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе панă. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тата икĕ çĕнĕ çумĕсемпе паллаштарнă, Чăваш Енĕн экономика министрĕпе Владимир Аврелькинпа  строительство министрне Олег Маркова çирĕплетнине пĕлтернĕ. Ларăва пухăннисем саккун проектне ырланă.  Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Чăваш Республикин информаци политикин министрĕн Александр Ивановăн докладне итленĕ.

Министр информаци технологийĕ региона епле аталанса пыни пирки тĕплĕн каласа хăварнă.  «Халăх тĕрĕслевĕ» информаци ресурсĕ ăнăçлă ĕçленине асăннă. Регионта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ĕç те пысăк шайра пулса пынине палăртнă. Халăх электронлă майпа пулăшусене илни никамшăн та вăрттăнлăх мар, çынсем ĕçе кăмăллани те куçкĕретех.  Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакансем пирки те уйрăммăн чарăнса тăнă министр. Калăпăр, Чăваш Наци теле-радио компанийĕ пирки. Халăх патне хыпарсене илсе çитересси ыйтупа организаци тăрăшни паллă. Республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче халăх вĕсен кăларăмĕсене пăхни, итлени савăнтарать.  Паянхи пурнăç таппинче, çăмăлах мар пулин те хаçат-журнал çырăнса илекенсен шучĕ пысăкланса пыни вара пурин кăмăлне çĕклет. Палăртса хăвармалла, кашни районпа хулан хăйсен сайчĕсем лайăх ĕçлеççĕ.  Паянхи пурнăçра халăх валли сахал мар тĕрлĕ каналсем йĕркеленĕ республикăра. Шупашкарта пурăнакансем çĕре яхăн тĕрлĕ каналсемпе кăларăмсене пăхма пултараççĕ. Анчах та палăртса хăвармалла, кăнтăр районĕсенче пурăнакансем Тутарстан Республикисен хыпарĕсене ытларах пĕлнисисĕнет. Вĕсем патне пирĕн чăваш кăларăмĕсем çитменнишĕн пăшăрханса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пирĕн регионта пурăнакансене валли пĕр пек условисем йĕркелесе памалла», – тесе çирĕппĕн каланă республика Ертӳçи.

Ку хутĕнче туризма аталантарасси çинчен ыйтăва сӳтсе явнă. Республика кунĕ тĕлне «çул карттине» йĕркелеме хушнă Михаил Игнатьев. Çĕр ыйтăвĕсене хускатнă май, Чăваш Республикинчи пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕн Патшалăх комитечĕн председателĕ Наталья Тимофеева  Йĕпреç районĕнче сĕт заводне хута яма 2 га çĕр лаптăкне çăмăллатнă мелпе куçарса панине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх çĕрĕсемпе туллин тата тухăçлă ĕçлемеллине çирĕплетсе хăварнă. Сăмаха май, Михаил Игнатьев сĕт завочĕн ĕçĕпе кăмăлсăрланнă. Кунта тăрăшакансен ĕç укçин виçи 8 пин пулнишĕн пăшăрханса каланă. «Правительство предпринимательлĕх аталантăр тесе сахал мар ĕçлет. Патшалăх пулăшăвĕсем те вăхăтра куçса пыраççĕ. Енчен те предприяти ертӳçи пĕчĕк ĕç укçипе çынсене тивĕçтерет пулсан, вĕсем патĕнче тăрăшакансем кăмăлсăрланнă пулĕччĕç. Пирĕн шутпа ертӳçĕ çынсене конвертпа хушма укçана тӳлени сисĕнет», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Палăртнă ыйтупа лару-тăрăва уçăмлатма хушнă ял хуçалăх министрне Сергей Артамонова.

  Паянхи шăрăх çанталăка кура, республикăра вăрмансене кĕме чарас пирки те ĕç хутне çирĕплетнĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, кăçал çуллахи çанталăк шăрăх пуласса, çавăнпа та пурне те асăрхануллă пулма чĕнсе каланă Чăваш Енри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров.   Ку хутĕнче ларăва пухăннисем Элĕкре пулса иртнĕ инкек пирки те чарăнса тăнă, каç кӳлĕм ялсенче хурал тăратасси пирки асăрхаттарнă. Ял халăхĕн палăртнă ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Пушар никама те шеллемест.  Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова регионти халăха тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйту пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Кăçалхи çул валли программăна пурнăçа кĕртме финанс енчен 12 млрд.342,9 млн. тенкĕ куçассине палăртнă, пĕлтĕрхипе танлаштарсан 148,6 млн тенкĕ нумайрах.  Çулталăкне пĕр çынна сиплеме вăтамран 11 пин те 300 тенкĕ пулĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.



12 мая 2016
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter