Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Н.Н. Блохин ячĕллĕ Раççейри онкологи наука центрĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕпе Мамед Алиевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Н.Н. Блохин  ячĕллĕ Раççейри онкологи наука центрĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕпе Мамед Алиевпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн  Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологне, Н.Н.Блохин ячĕллĕ Раççейри онкологи наукин центрĕн директорне Михаил Давыдова тав тунă, ăна ырăпа хăй асăннине Мамед Алиева илсе çитерме сĕннĕ.  Паянхи тĕлпулура ертӳçĕсем Чăваш Енре онкомедицинăна аталантарасси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă. «Онкологи ыйтăвĕ çине тимлĕх уйăрни паха.  Çак медицина пайĕнчи ĕç тĕлĕнмелле пысăк технологине пăхăнса ĕçлеме хистет. Çынсене диагностика, радиологи, химиотерапи, онкогематологи, хирурги пулăшăвĕсемпе тивĕçтерет», - тенĕ Мамед Алиев.   Калас пулсан, паянхи куна шыçă чирĕсемпе чирлекенсене 75 процентне тĕпрен сиплесе çитерме май килнине асăннă ертӳçĕ. Ачасен чирĕсен кăтартăвне пăхас пулсан вара 85 процента та çитнĕ. Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинче шыçă чирĕсемпе чирлесе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнисен шучĕ Раççей шайĕпе танлаштарсан самай пĕчĕк.  Атăлçи федераци округĕнче илес пулсан та, кăтарту çакнах çирĕплетсе парать.  Юлашки пиллĕк çул хушшинчи ĕç пĕтĕмлетĕвĕсене пăхас пулсан, шыçă чирĕпе чирленĕ çынсене малтанхи тапхăртах тупса палăртни сисĕнет, ку енĕпе ĕç питĕ çӳллĕ шайра. Регионта 2016-мĕш çулта авăн уйăхĕ тĕлне онкологи диспансерĕн хирурги корпусне хута яма тĕллев лартнă. Малашлăхра çак çурт регионсем хушшинчи центр пулса тăрасси те паллă. Кунта тăрăшакансем учрежденире чи пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе усă курассине шантараççĕ.  Тĕплĕнрех



13 мая 2016
08:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter