Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансемпе уçă калаçу ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти предпринимательлĕх тытăмĕнче вăй хуракансемпе çавра сĕтел мелĕпе уçă калаçу ирттернĕ. Палăртнă мероприятине Чăваш наци вулавĕшĕнче йĕркеленĕ.  Ку хутĕнче канашлăва влаç органĕсенче тăрăшакансем, республикăри районсемпе хула администрацийĕсен ертӳлĕхĕсем, федераци службисен регионти ертӳçисем, предпринимательсем, обществăлла организацийĕсенче тăрăшакансем, кредит пайĕнче вăй хуракансем   тата та ытти нумай официаллă çынсем пуçтарăннă. Чи малтан калаçăва пуçланă май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта предпринимательсене патшалăх енчен парса тивĕçтерекен пулăшусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, 2013-2015-мĕш çулсенче республикăри предпринимательсене патшалăх енчен 1,5 млрд. тенкĕлĕх пулăшу парса тивĕçтернине асăннă, вĕсемпе пурĕ 22 пин предприниматель усă курнине те уйрăммăн каласа хăварнă, халăх валли сахал мар ĕç вырăнĕсем хатĕрленнине палăртнă. Чăваш Енри  суту-илӳ промышленноç палатин пĕрлешĕвĕн президенчĕ Игорь Кустарин предпринимательсене кăсăклантаракан ыйтусем пирки чарăнса тăнă, уйрăм сĕнӳсем тăратнă. «Бреслер» наукăпа производство предприятийĕн генеральнăй директорĕ Николай Ефимов производствăна анлăлатассипе йышăннă çĕнĕ проектсем çинчен пĕлтернĕ, патшалăх енчен пулăшу та çителĕклĕ таран куçассине ырă хыпара асăннă. Енчен те проект пурнăçлансан, çынсене валли хушма 150 çĕнĕ ĕç вырăнĕ хатĕрленессине каланă. Республика ертӳçи регионта пысăк инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме çĕр лаптăкĕсене туяннă чухне те ятарлă çăмăллăхсем пуррине каласа хăварнă. «Раççей тĕревĕ» предпринимательсен пĕрлешĕвĕн председателĕ Андрей Семенов пулăшу паракан тĕрлĕ институтсене ытларах аталантарас, кредит ресурсĕсемпе усă курассине çăмăллатас ыйтусем тавра сăмах пуçарнă, хуравĕсене те çийĕнчех ертӳçĕсенчен илнĕ.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - Чăваш Республикин экономика министрĕ Владимир Аврелькин  регионти бизнес–инкубатор ĕçĕпе паллаштарнă. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуçлăхĕ бизнес-пĕрлешĕве малашне те тухăçлă ĕçлесе пыма чĕнсе каланă, çакнашкал тĕлпулусене тăтăшах ирттерме сĕннĕ. Тĕплĕнрех



13 мая 2016
09:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter