Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри онкологи диспансерне 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ анлă мероприятине хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри онкологи диспансерне 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ анлă мероприятине хутшăннă. Паллă пулма Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче йĕркеленĕ. Пухăннисене саламлама Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн Секретарьĕ Николай Малов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова, Н.Н. Блохин  ячĕллĕ Раççейри онкологи наука центрĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕ Мамед Алиев,  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Филимонов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов тата та ытти официаллă хăнасем килсе çитнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  медицина ĕçченĕсене саламланă май, регионти онкологи диспансерне 70 çул çитнине паллă туни аслă çулсенчи ветерансемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Шăпах та, эсир çитĕнекен ăрăва паха опыт парса хăварнă, сирĕн пысăк тавракурăмлăх паянхи кун та çамрăксене кирлĕ.  Шыçă чирĕсемпе чирлекенсене сыватас тĕллев çав тери яваплă ĕç. Сирĕнтен кашни специалистăн професси пĕлĕвĕн шайĕ çӳллĕ шайра пулмалла. Çынăн пуласлăхĕ пĕтĕмпех сирĕн алăра», - тесе каланă республика Ертӳçи, сăмаха май, регионта медицинăна аталантарса пырасси çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. Калăпăр, Шупашкарти Гладков урамĕнче ытларах медицинăра вăй хуракансем пурăнни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Вăл урамра паян палăртма кăмăллă, ача сачĕ çĕнĕ, кĕçех çĕнĕ шкул та хута кайĕ, спорт комплексĕ çĕкленсе ларасси те паллă. Хулара инфратытăм куçкĕретех аталанса пырать.  Медицина пайне ырă улшăнусем пулса иртни савăнтарать.  2016-мĕш çулта халăха тӳлевсĕр медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе финанс енчен пысăк пулăшу куçать. Программăна пурнăçа кĕртме бюджетра  12 млрд. 342,9 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Республикăра ача çураласлăхĕн кăтартăвĕ çулсерен хăпарса пыни те пурне те хавхалантарать. Пурăнма условисем çителĕклĕ пулни паха. Михаил Игнатьев онкологи пайĕнче ĕçлекенсене чĕререн тухакан пысăк тав сăмахĕсем каланă. «Эпир Чăваш Енре медицина Европа шайне çитсе пытăр тесе тăрăшатпăр. Малашлăхра республикăри онкологи диспансерĕ регионсем хушшинчи центр пуласси те паллă.  Ку пире тата та пысăк шанăç парнелет», - тесе каланă мероприятисене пухăннисене саламланă май,  Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствине, тата паян уява килнĕ сумлă хăнасене региона пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă.  Яланхиллех мероприятире Михаил Игнатьев ĕçре уйрăм çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисене парса чысланă.

Н.Н. Блохин  ячĕллĕ Раççейри онкологи наука центрĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕ Мамед Алиев пухăннисене саламланă май, Чăваш Енре асăннă служба 1945-1946-мĕш çулсенче йĕркеленсе кайнине палăртнă. «Шăпах та çак тапхăрта Раççейри медицина наукин академийĕ йĕркеленнĕ. Паянхи кунччен те çак службăна медицинăри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ пай тесен те йăнăш мар», - тенĕ сумлă хăна. Калас пулсан, паянхи куна шыçă чирĕсемпе чирлекенсене 75 процентне тĕпрен сиплесе çитерме май килнине асăннă ертӳçĕ. Ачасен чирĕсен кăтартăвне пăхас пулсан вара 85 процента та çитнĕ. Палăртса хăвармалла, Чăваш Республикинче шыçă чирĕсемпе чирлесе вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнисен шучĕ Раççей шайĕпе танлаштарсан самай пĕчĕк.  Атăлçи федераци округĕнче илес пулсан та, кăтарту çакнах çирĕплетсе панине каланă. «Чăваш Ен Пуçлăхĕ регионта Европа шайĕнчи медицина технологийĕсемпе çынсене сиплеме чĕнсе калать. Эпир хамăр енчен мĕн кирлине май килнĕ таран витĕм кӳме тăрăшăпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  «Медицина хатĕрĕсене туянасси те, тарăн пĕлӳллĕ паха специалистсене пĕр чăмăра пухса ĕçлеттересси чи пысăк тĕллев пулмалла. Эпир республика Пуçлăхĕн хушăвĕсене пурнăçа кĕрме тăрăшăпăр», - тенĕ Н.Н. Блохин  ячĕллĕ Раççейри онкологи наука центрĕн директорĕн пĕрремĕш çумĕ. Паянхи пурнăç таппишĕн çамрăк специалистсене хатĕрлесси те уйрăм пĕлтерĕшлĕ. Республикăн онкологи диспансерĕн тĕп врачĕ Лидия Воропаева хăйĕн сăмахĕнче ĕçĕн тĕп кăтартăвĕ – пиншер çынсен пурнăçне çăлса хăварни пулнине асăннă.  Мероприятине пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ  Николай Малов, çакăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ – «Формаци» предприятийĕн генеральнăй директорĕ Валерий Филимонов, Чăваш Енри  медицина ассоциацийĕн канаш председателĕ Владимир Викторов ăшшăн саламланă.  Тĕплĕнрех



13 мая 2016
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter