Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан видеоканашлăва ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри район тата хула администрацийĕсен ертӳçисемпе йăлана кĕнĕ тăрăх пулакан видеоканашлăва ирттернĕ. Мероприятине Чăваш Республикин Правительство членĕсем те хутшăннă.

  Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов регионти уй-хир ĕçĕсем çинчен тĕплĕн чарăнса тăнă.  Çурхи культурăна акса хăварма палăртнă планран 76,6 процентне уйсене акса çитĕнтермелли курăксене пĕтĕмпех тирпейлесе вырнаçтарма та ĕлкĕрнине каланă.  Пурĕ 167,1 пин гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă республикăра, 4 пин га çĕр лаптăкĕ çинче çĕрулмине лартнă.  Пĕр çул акса çитĕнтерекен культурăна 11 пин га çĕр лаптăкĕ çинче акма ĕлкĕрнĕ. Уйра 81 гектар çинче  хăмла тымарĕсене тирпейлесе вырнаçтарнă. Çурхи культурăсене акса çитĕнтерессипе Елчĕксемпе Каçал ен районĕсем питĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ. Чăваш Енри агропромышленноç пайне патшалăх енчен 2016-мĕш çулта çу уйăхĕн 13-мĕш тĕлне  2 337,5 млн. тенкĕ куçнине палăртнă ял хуçалăх министрĕ. Хуçалăхсем кредит пайне пĕтĕмпе 257,6 млн. тенкĕлĕх явăçтарнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ăнăçлă ĕçлесе пыракан хуçалăхсене пурне те тав сăмахĕсем каланă.  Сергей Артамонов республикăри уйсенче ял хуçалăх пайне уйăрнă çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе начар ĕçлесе пынине пĕлтернĕ.  Кăçалхи çул валли пурĕ 22,5 пин га усă курăнман çĕр лаптăкне пусă çаврăнăшне кĕртме палăртса хунине каланă. Ку енĕпе Йĕпреçсем, Муркашсем, Улатăрсем ытларах ĕçлеме тĕллев лартнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсен ертӳçисене итленĕ, вырăнта палăртнă ыйтупа еплерех ĕçлесе пыни пирки ыйтса пĕлнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тĕл пулнă самантра пĕрмаях çак ыйтусем пирки пăшăрханса пĕлтернине каланă Михаил Игнатьев.  Усă курман çĕр лаптăкĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси пирки Ваттисен канашĕн членĕсем те кулленех ыйту тăратнине пĕлтернĕ.  «Паянхи пурнăç таппинче ял хуçалăх пайĕпе ĕçлеме питĕ меллĕ.  Калас пулсан, çак усă курман çĕр лаптăкĕсемпе те ĕçлес текенсем çук мар», - палăртнă республика Ертӳçи.

Чăваш Республикинчи çурт-йĕр инспекцийĕн патшалăхăн тĕп инспекторĕ Виктор Кочетков районсенчи тата хуласенчи çурт-йĕр ыйтăвĕсемпе йĕркеленĕ тĕрĕслевсем пирки каласа хăварнă.  Пĕтĕмпе республикăра 10,3 пин нумай хваттерлĕ çуртсене шута илнĕ. 2015-мĕш çулта хваттер хуçисенчен  патшалăх инспекцине 5300 çыру килнĕ. Пĕтĕмпе тĕрĕслĕх шыраса 799 ĕç йĕркеленĕ пулнă. Çитменлĕхсене вăхăтра сирсе яма предписанисем те çырса хăварнă.   Чăваш Республикин Пуçлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта асăннă ыйтупа сахал мар ĕç пурнăçланине каланă. Паянхи куна татса паман ыйтусем те пур-пĕрех юлнă.  «Пирĕн тĕллев – нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтересси. Хăш-пĕр ЖКХ пайĕнче тăрăшакансем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçламанни куçкĕретех», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев, ку енĕпе çирĕп йĕрке пулмаллине асăрхаттарнă. Пушар пулнă тĕслĕхсем пирки те сăмах пуçарнă, çу уйăхĕн 13-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 319 пушар республикăра тухнине шута илнĕ, вĕсенче 44 çынăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Тăкакĕ те самай, 41,2 млн. тенкĕпе танлашать. 

Чăваш Енри ГКЧС председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Павлов хăйĕн докладĕнче паянхи куна уйрăмах профилактика ĕçĕсем çине ытларах тимлĕх уйăрнине каланă.  Элĕк районĕнче пулнă инкек пирки те чарăнса тăнă.  Пĕр самантрах çичĕ çын вутра çунса вилни пурне те пăшăрхантарнине асăннă.  «Çак инкекрен асăрханма та пулнă, паллах, енчен те çурçĕрте кашни ялтах халăх хуралĕсене йĕркеленĕ пулсан. Ыйтăва куçран вĕçертме юрамасть», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Асăннă ыйтупа депутатсене, вырăнти халăха ытларах яăçтармалла. Питĕ асăрхануллă пулмалла çуллахи тапхăрта.  Федераци çулĕсене тирпейлесе тăрасси пирки ыйту та кун йĕркинчех. Çулсем хĕрринчи лаптăксене вăхăтра çӳп-çапран тасатмалла. Ку енĕпе начар ĕçлекен муниципалитетсем те пур. Вĕсем: Канаш, Улатăр хулисем тата  Куславкка, Вăрмар районĕсем. Çак асăннă районпа хула администрацийĕн пуçлăхĕсем вырăнта йĕркеленĕ ĕçсем пирки тĕплĕн каласа хăварнă. «Район центрĕсенче çуран утса тухма пулать. Кашни йĕркесĕрлĕх çине вăхăтра тимлĕх уйăрмалла. Енчен те  тавралăхра тирпейсĕрлĕх хуçалансан, ку сирĕн «сăн-пит», сирĕн культурăна кăтартса парать», - тесе çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  Кĕçех Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ те пулать, çак кун ертӳçĕсен вырăнти лару-тăрупа паллашмалла, таврари тирпейлĕх çине тимлĕх уйăрмалла», - тесе каланă регион Пуçлăхĕ. Канашлăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнине халалласа ирттернĕ мероприятийĕсемшĕн пурне те пысăк тав сăмахĕсем каланă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Тĕплĕнрех



16 мая 2016
09:56
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter