Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство членĕсемпе тата Чăваш Енри федерацин тĕрлĕ службисен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Шкул ачисен çуллахи кану лагерьĕсен ĕçĕпе Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тĕплĕн каласа хăварнă. Министр пĕлтернĕ тăрăх, кăçал мĕнпур ачасенчен 64,5 процентне кану лагерĕсене вырнаçтарма май килнине асăннă.  Пĕтĕмпе çуллахи кану вăхăтĕнче 99645 ача хăйсен сывлăхне çирĕплетме пултарĕ. Республикăн пĕрлештернĕ бюджетĕнчен çак ĕçсене йĕркелеме пурĕ  441 179, 6 пин  тенкĕ пăхса хăварнине асăннă, кăтарту 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан 14,6 процент пысăкрах пулни сисĕнет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев путевка хакĕсемпе кăсăкланнă.  Министр вăтамран пĕр ачана канма уйăхне 13 пинрен пуçласа 18 пине çити таран пулнине пĕлтернĕ.  Ачасене пĕрремĕш сменăна лагерьсене вырнаçтарма путевкăсенчен 90 процентне парса пĕтернине каланă.  Йывăр çемьесенче çитĕнекен, тăлăх ачасене тӳлевсĕр путевкăсем парса тивĕçтернине асăннă. Михаил Игнатьев ачасене çуллахи кану вăхăтĕнче лагерьсенче кантарни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.  «Экономика тĕлĕшĕнчен çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче те ачасен канăвне йĕркелеме бюджета çителĕклĕ укçа пăхса хăварнă.  Пĕлтĕрхи пекех ачасем канура канасси те паллă, шучĕ те çавах», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем лагерьсенче ачасемпе çыхăннă хăрушсăрлăх теми пирки те калаçу хускатнă, кану учрежденийĕсенче çителĕклĕ видеосăнавсем вырнаçтарассине палăртнă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов ачасене пахалăхлă кантарасси воспитательсенчен те нумай килнине асăннă. Кăçал вожатăйсен пĕлĕвне ӳстерме ятарласа вĕренӳ пайĕсене ĕçлеттернине, унта 550 вожатăй хăйсен тавракурăмлăхне ӳстерме пултарнине каланă.  «Туризм теми те кун йĕркинчех.  Ачасем музейсен ĕçĕсемпе паллашĕç, тĕрлĕ çăлкуçсене пăхса çаврăнĕç, вĕсене тирпейлес ĕçе те хутшăнĕç, тĕрлĕ хуласене те çитсе килĕç», - тесе пĕлтернĕ министр. Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ Сергей Неяскин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Енри Вĕренӳ министерствине вожатăйсен списокне тăратма ыйтнă. Ачасене патриотизмла воспитани парассипе йĕркеленĕ ĕçсен планне пĕрле сӳтсе явма сĕннĕ.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкулти лагерьсен ĕçĕпе те кăсăкланнă. «Уйрăм шкулсене çитсе килнĕ май, тăтăшах асăннă ĕçе питĕ йĕркеллĕ пурнăçлани курăнать. Ачасем хăйсен канăвне тĕрĕс йĕркеленĕ.  Спорта çӳреççĕ, тавралăха тирпей-илем кĕртессипе тăрăшаççĕ. Хăш-пĕр шкулсенче вара пачах та урăхла.   Шкулсенчи ĕçсене çирĕп тĕрĕслеве илмелле. Ачасен канăвĕ усăллă ирттĕр тесе сахал мар тăкакланатпăр.  Асăннă ыйтупа кирлĕ пек шайра ĕçлесе пыма пĕлмелле», - çирĕп асăрхаттарнă Михаил Игнатьев. 

 Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе хулара 16 пин ытла  ача канма кăмăл тунине каланă, кану учрежденийĕсенче видеосăнавсем çителĕклĕ  вырнаçтарма май килнине палăртнă.  Çĕнĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Чепрасова хулари  икĕ пине яхăн ача канма кăмăл тунине пĕлтернĕ. Кăçал çулла «Пĕчĕк çăлтăр» сывлăха çирĕплетме май паракан ачасен лагерьне хута яма тĕллев лартнине асăннă.

Федерацин потребительсен прависен хӳтĕлевĕпе çын ырлăх-сывлăхĕн асăрхав службин Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Надежда Луговская хăйĕн докладĕнче хăш-пĕр лагерьсенче йĕркелӳ ĕçĕсене кая юлса пурнăçласа пынине каланă. Ачасен апачĕ çине уйрăмах питĕ пысăк тимлĕх уйăрмаллине асăрхаттарса хăварнă. Учрежденийĕсен ертӳçисемпе ятарлă семинар та пулассине палăртса хăварнă. Чăваш Енри çутçанталăк пурлăхĕпе экологи министрĕ  Сергей Павлов  çуркунне вăрмансене çамрăк йывăç-тĕмсемпе пуянлатни пирки тĕплĕн чарăнса тăнă.  Паянхи кун тĕлне илес пулсан, пурĕ 514 гектар çĕр лаптăкĕ çинче йывăçсене лартса тултарнине каланă. Ытларах, ĕнтĕ 2010-мĕш çулта çунса кĕлленĕ лаптăксенче çĕнĕ йывăçсемпе илемлетнине палăртнă.  «Вăрман – халăхăн тĕп пуянлăхĕ. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕрле хар тăрса вăрмансене ĕрчетсе ямалла. Палăртма кăмăллă, юлашки çулсенче вăрмансенче пушар тухманни паха.  Çынсем вăрана канма каяççĕ пулсан та, культурăна пăхăнни сисĕнет. Пирĕн вĕсемпе профилактика ĕçĕсене йĕркелесе пыни сая кайман», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Ака уйăхĕн 22-23-мĕш кунĕсенче тавралăха тирпей илем кӳртес тĕлĕшпе экологи енчен ятарлă мероприятисем иртнĕ.  Палăртса хăвармалла, Атăл леш енче вăрмансем лартса хăварас ĕçе Чăваш Ревспубликин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Правительство членĕсем, Администрацийĕн ĕçченĕсем хастар хутшăннă. Пĕр сăмахпа каласа пур çын та çак ĕçе кăмăлтан пурнăçланă.  Çамрăксем хастар пулни сисĕнет, вĕсен йышĕ кăçал 300 çына çитнĕ.   «Лартса хăварнă тĕмсене асăрхаса пăхса тăмалла, сиен кӳрекенсене тупса палăртмалла.  Енчен те çын хăйĕн пурнăçĕнче пĕрре те пулин йывăç лартрĕ пулсан, вăл ырă патне туртăнать, усал ĕç тума хăймасть», - тенĕ республика Ертӳçи.  Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Казакова кинофестиваль пирки каласа хăварнă.  Вăл пирĕн тăрăхра çу уйăхĕн 23-28-мĕш кунĕсенче пулассине пĕлтернĕ.   «Раççей Президенчĕ Владимир Путин 2016-мĕш çула Кино çулталăкĕ тесе йышăннă. Пирĕн республикăна ытти хуласенче, республика тулайĕнчен те хăнасем килсе çитесси паллă.  Ун чухне халăх тӳлевсĕрех киносем курма пултарĕç», - тенĕ Михаил Игнатьев министрăн тивĕçĕсене пурнăçлаканăн сăмахĕсене малалла тăснă май.  Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.



16 мая 2016
17:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter