Пирĕн республика. Тĕп тема

Çурхи кун çулталăк тăрантарать

«Тĕп темăна» хатĕрленĕ май ку хутĕнче чăннипех нумай ĕçлеме тиврĕ. Ака уйăхĕн варринчен тытăнса журналистсен бригади нумай хуçалăхра пулчĕ. Тавралăх куç умĕнчех улшăнса пынине, уйсем ешернине хамăр куçпа сăнарăмăр.

Ырă йăла тата тÿрĕ йăрансем

Ака уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патăрьел тата Елчĕк районĕсенче пулчĕ. Уй-хирте калчасем мĕнле шăтса тухнипе паллашса вĕсене пысăк хак пачĕ: «Калчасем сывă, сиенлĕ хурт-кăпшанкă çук. Тĕштырă гектартан 50-60 центнер тухмалла». Çав вăхăтра çураки вăй илсе кăна пыратчĕ-ха. Çак йĕркесене çырнă кун тĕлне вара çурхи культурăсем 178,8 пин гектар йышăнма та ĕлкĕрнĕ — акма палăртнин 82% чухлĕ. Çĕрулмине 4,7 пин гектар лартнă.

Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи 44 çул Аркадий Павлович Айдак, чăннипех пысăк хисеп çĕнсе илнĕскер, ертсе пынă «Ленинская искра» хуçалăхра халăх йăли-йĕркине пăхăнса çĕрулми лартма Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Николай Малов, Раççей Геройĕ, авиаци генерал-лейтенанчĕ Николай Гаврилов тата пурте пĕлекен телеертÿçĕ, Раççей халăх артисчĕ Леонид Якубович хутшăнчĕç. Хăнасем уйра асаттесен мелĕпе — сухапуçпа — тата хăватлă тракторсемпе йăрансем хыврĕç. Йывăç ларт­ма та хутшăнчĕç.



17 мая 2016
17:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter