Паян Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикинче Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет, палăртнă информаци ушкăнĕсем хăйсене çирĕплетсе панă районсемпе хуласене çитсе килĕç, халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав парĕç. Ку хутĕнче тĕп ыйтусем – çуллахи вăхăтра ачасемпе çамрăксен канăвне усăллă йĕркелесси, сывлăха çирĕплетесси,  халăхăн ырлăхне çӳле çĕклессипе йышăннă ĕçсем пирки, пушартан асăрханасси тата та ытти ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явĕç. Информаци ушкăнĕсем чи аякра вырнаçнă ялсне те çитсе килме палăртнă, ĕç ушкăнĕсемпе, ахаль çынсемпе, предприятисемпе организацисенче тăрăшакансемпе тĕл пулма, халăха харпăрхăй ыйтăвĕпе те йышăнма палăртса хунă. 

 



18 мая 2016
09:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter