Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра пулнă, унта вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин ертсе пынă РФ Патшалăх Канашĕн анлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕçлĕ визитпа Мускавра пулнă, унта вăл Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин йĕркелесе ертсе пынă РФ Патшалăх Канашĕн анлă ларăвĕн ĕçне хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри -строительство комплексĕн ĕçне çĕнетесси, инфратытăма аталантарасси, инвестици илĕртӳлĕхне ӳстересси пулнă.  Çĕршыв экономикин аталанăвĕшĕн строительство пайĕ чи пысăк пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулнине каланă Раççей Президенчĕ. «Çак пай, чăнипех те экономикăшăн пĕлтерĕшĕ пысăк пуласси паллă», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май, вунă çул каялла Хула строительствин кодексне йышăнса хăварнине аса илнĕ. Çак тапхăрта çурт-йĕр хăпартас тытăмра калама çук питĕ пысăк çитĕнӳсем тума май килнине те асăннă. Калăпăр, 2014-мĕш çулта 84,2 млн тăваткал метр чухлĕ çурт хута янă. 2015-мĕш çулта вара тата та нумайрах, кăтарту – 85 млн. тăваткал метрпа танлашать. Экономкласслă хваттерсем çĕклесе лартассипе те пысăк çитĕнӳсем пур, ӳсĕм 20 процента çитнĕ. Каласа хăварас пулать, пур-пĕрех çынсем, хваттер туянас текенсен шучĕ чакман. Енчен те çак ыйтăва татса парас пулсан, ытларах паянхи пурнăç таппинче ипотека кредичĕсемпе усă курни те питĕ аван пулнине асăннă çĕршыв Пуçлăхĕ. Юлашки пиллĕк çул хушшинче, шăпах та çакăн пек механизма тĕпе хунине кура, çурт-йĕр çавăрас ĕç кăтартăвĕ 60 процента хăпарни сисĕнет. Экономкласслă хваттерсем хута ярассин кăтартăвĕ вара пушшех те хытă ӳснĕ, вăл 90 процентпа танлашать.  Çурт-йĕр строительствин аталанăвĕнче ипотека пысăк вырăн йышăнать.  Правительство ертӳлĕхĕн Тĕп банксемпе кредитсен каялла тавăрса памаллин процент пайне кăштах та пулин чакас пирки майсем шырамаллине палăртнă. Пая кĕрсе строительство ĕçне хутшăнакансен ыйтăвне те хускатнă. Çынсен ку енĕпе сахал мар  йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем тухса тăраççĕ. Граждансен прависене хӳтĕлессипе те сахал мар мерăсем йышăнмалли пирки сӳтсе явнă. Строительство ĕçне вĕçне хĕрне тухманнисене çирĕп шута илсе тĕрĕслевре тытса пымалли пирки каланă Раççей Президенчĕ. Строительствăри чи пысăк пайсенчен пĕри çурт-йĕр хăпартса лартасси, паллах çак ыйту пысăк тимлĕх ыйтать. Проектсен ыйтăвĕсене те хускатнă хăш-пĕр смета тата норматив базисем кивелме те ĕлкĕрнĕ, вĕсене те çĕнĕлĕхсем кĕртессипе тимлĕн ĕçлемелли пирки каланă Ертӳçĕ. Хулара енчен те инфратытăма аталантарас пулсан, халăх сĕнĕвӳсене те шута илсен аван пулнă пулĕччĕ тесе палăртнă ларура. Раççей Федерацийĕн строительствин Министрĕ Михаил Мень çурт-йĕр аталантарассипе çыхăннă уйрăм ыйтусем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, строительство пайĕнче архитекторсен витĕмлĕхĕ те пысăк пулмаллине асăннă.  Ларăва пухăннисем кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

 РФ Патшалăх Канашĕн ларăвĕ вĕçленнĕ хыççăн, Чăваш Ен Пуçлăхĕ  Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хурав панă. «Çурт-йĕр» наци проекчĕ Чăваш Республикинче 2006-мĕш çултан пурнăçланма тытăннăранпах сахал мар тĕрлĕ пулăшусем йышăнса хăварнине аса илнĕ. Кредитсен процент пайне тавăрса панă чухне субсидисемпе республика хыснинчен саплаштарни, ипотека уйăрни тата та ытти ĕçсене пурнăçланă.  Çĕршывра экономика енчен çăмăлах мар лару-тăрура та Чăваш Республикинче строительство кирлĕ пек шайра аталанса пыни куçкĕретех. Сахал тупăшлă нумай ачаллă çемьесене, çамрăксене, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене, тăлăха юлнă ачасене хваттерсем парса пулăшаççĕ. Хальхи вăхăтра регионта комплекслă строительство ĕçĕсене хута яма 56 проекта пурнăçлама палăртса хунă. Ĕçе пĕтĕмпех вĕçне хĕрне тухас пулсан, пурĕ вунă çул та иртесси паллă. Раççей Федерацийĕн строительство Министрĕ Михаил Мень хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Правительство ĕçне пысăка хурса хакланă. «Паянхи пурнăç таппинче строительство пайĕн епле аталанса пымаллине питĕ лайăх ăнланатăр. Паллах, ĕнтĕ пур чухне те пĕтĕмпех укçа-тенкĕ те çитсе пымасть.  Эпир те, хамăр енчен мĕн кирлине вăхăтра пулăшу пама тăрăшăпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. 

 Пенза облаçĕн губернаторĕ Иван Белозерцев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Республикипе тачă çыхăнса ĕçленине каланă, икĕ регион хушшинче çирĕп çыхăну пулнине палăртнă. «Эпир Чăваш Енре пулатпăр, республика Правительствин паха опытне вĕренсе ĕçре тĕпе хурса пыма тăрăшатпăр. Пире регионта тавралăх тирпейлĕ пулни тĕлĕнтерет, хамăра та ĕçлеме хавхалантарать.  Пĕлтĕрхи çулăн Чăваш Енĕн строительство ĕçĕн кăтартăвĕсене пăхас пулсан, Пенза облаçне иртсе кайни курăнать. Калас пулсан, эпир те япăхах мар ĕçлетпĕр, Атăлçи федераци округĕнче яланах сирĕнпе, Чăваш Республикипе пĕр тан ĕçлесе пыма тăрăшатпăр, кăтартусем те ку енĕпе юнашарах. Паянхи пурнăçра Чăваш Республики ăнăçлă аталанса пырать, ку пире пурне те савăнтарать», - тесе палăртнă хăй шухăшне сумлă Ертӳçĕ.  Тĕплĕнрех

 



18 мая 2016
09:31
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter