Информаци кунĕ: Бюджет пуян - халăха та аван

Майăн 18-мĕшĕнче, районта иртнĕ информаци кунĕн тĕп ыйтăвĕ шăпах Чăваш Республикин 2016 çулхи бюджет политикин тĕп енĕсем, экономика аталанăвĕпе халăх пурнăçне лайăхлатассипе çыхăннă. Вĕренỹ çулталăкĕ вĕçленсе пынă май, çуллахи каникул вăхăтĕнче ачасен канăвне усăллă йĕркелес, çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнас темăсем те паянхи кун йĕркинчех. Кашни информаци кунĕнчех пирĕн района республикăри министерствăсемпе ведамствăсен представителĕсем хутшăнса вырăнти халăхăн пурнăçĕпе, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусемпе кăсăкланаççĕ. Хальхи информаци кунне республикăри ялхуçалăх министрĕн çумĕ Александр Жуков, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Надежда Дмитриева хутшăнчĕç. Хамăрăн информаци ушкăнĕсенче район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа пĕрлех унăн çумĕсем Наталия Андреева, Леонид Кузнецов - ĕçлерĕç. Чăн малтанах информушкăн, структура подразделенийĕн ертỹçисене район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов йышăнчĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнче хальхи вăхăтра вĕçленсе пыракан çураки итогĕпе, район экономикине тĕреклетес, халăх пурнăçне тата ытларах лайăхлатас тĕллевпе районта мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн информаци ушкăнĕсем Сăкăт, Шăхач, Нăрваш Шăхаль ял тăрăхĕсенчи шкул, ача сачĕсен коллективĕсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче, поселенисенчи ял хуçалăх предприятийĕсенче пулса кун йĕркинчи ыйтусемпе пĕрлех вĕсене пăшăрхантаракан шухăшсене те хускатрĕç. Тĕл пулусенче республикăра кризиса хирĕçле ĕçсене пурнăçа кĕртни, экономикăри йывăрлăха пăхмасăр республика хыснине тупăш кĕртмелли майсем туни çинчен республика представителĕсем тĕплĕн ăнлантарса пачĕç. Урăхла каласан, Чăваш Ен йывăрлăхра чĕркуçленсе ларма шутламасть. Патшалăхăн тĕп тĕллевĕ - бюджетăн тупăш пайне стабилизацилесе граждансене паракан мĕнпур социаллă мерăсене сыхласа хăварасси. Çакă вара хут çинче çеç мар, пурнăçра та сисĕнет. Акă, 2016 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пĕчĕк тата вăтам предпринимательствăна аталантарас тĕллевпе çĕнĕ хавхалантару меслечĕсене кĕртнĕ. Ку вăл пирĕн районти харпăр-хăй ĕçĕпе тимлекен уйрăм хастарсемшĕн те лайăх. Çакна та палăртма кăмăллă. Кăçалхи апрель-май уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе пирĕн республикăна тата 2755,8 миллион тенкĕ укçа уйăрни те пĕлтерĕшлĕ. Çак сахал мар сумма тата ытларах çĕнĕ шкулсем тума, хваттерсене тĕпрен юсама, халăхăн социаллă ыйтăвĕсене татса пама тата ытти тĕллевпе те кайĕ. Урăхла каласан, каллех халăх пурнăçне лайăхлатассипе, хăтлăха, культурăна ỹстерессипе, сывлăхлă пулассипе çыхăннă. Республикăра кашни çулах ачасен çуллахи канăвне тивĕçтерессипе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та ĕçе начар мар йĕркелесе пыраççĕ. Иртнĕ çул, сăмахран, 17 вĕренỹ учрежденинче икĕ сменăпа 743 ача сывлăхне çирĕплетнĕ, каннă. Кăçал та ачасен тата çамрăксен канăвне йĕркелеме, вĕсене ĕçпе тивĕçтерме 314700 тенкĕ уйăрнă. Юлашки вăхăтра пушар хăрушсăрлăхне пăхăнманран, асăрханманран республикăра та инкексем пулсах тăчĕç. Кăçал та çулталăк пуçланнăранпа 334 пушар пулнă, 44 миллион тенкĕлĕх пурлăх кĕл купине çаврăннă. Пирĕн районта пĕлтĕрхипе танлаштарсан лару-тăру начар мар. Иртнĕ çулхинчен вут инкекĕ сахалтарах. Анчах çакă никамшăн та лăпланмалли сăлтав пулмалла маррине, çул çитмен ачасене пĕччен хăварма юраманнине тĕл пулусенче тепĕр хут çивĕчлетрĕç.



18 мая 2016
15:34
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter