Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Волгостальконструкция» ТМЯО çитсе килнĕ, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă

 Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Волгостальконструкция» ТМЯО çитсе килнĕ, унта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Ĕçлĕ çулçӳревре Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Шупашкар хула ертӳçи Леонид Черкесов çӳренĕ. Атăлçи федераци округĕнче строительство пайĕнче предприяти малта ĕçлесе пыракан организацисенчен пĕри шутланса тăрать. Республика Ертӳçи организацийĕн ĕçĕпе тĕплĕн паллашнă, предприяти калăплакан таварсен пахалăхне пăхса çаврăннă, кунта тăрăшакансемпе курнăçнă.


 «Волгостальконструкция»  ТМЯО генеральнăй директорĕ Олег Дельман хăнасене тĕрлĕ цехсене кĕртсе кăтартнă, строительство монтаж ĕçĕсен пахалăх шайĕ пысăккине кура, республика тулайĕнчи регионсем те вĕсен таварĕсемпе кăсăкланнине пĕлтернĕ.  Раççейри нумай регионсем вĕсемпе тачă çыхăнура ĕçленине асăнса хăварнă.  Предприяти ертӳçи 2015-мĕш çулта организаци  4,5 млн. тенкĕлĕх тупăш илнине те пĕлтернĕ.  Тата маларах çулхи кăтартуран 20 процент пысăк пулнине палăртса хăварнă. Паянхи куна илес пулсан, организацире пысăк квалификациллĕ 300 яхăн специалистсем ĕçленине асăнса хăварнă, тĕлĕнмелле пысăк та йывăр проектсемпе ĕçлеме пĕлнишĕн ырланă специалистсене.  Предприяти ĕçченĕсене апатлантарма ятарлă вырăн хатĕрленĕ, ĕçлемелли çипуçсене хывса тăхăнма та пӳлĕм йркеленĕ. Пĕр сăмахпа каласан, предприятире тăрăшакансем валли условисем çителĕклĕ.   Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев предприятире пысăк технологиллĕ хатĕрсене вырнаçтарнине курса çаврăннă. Савăнтарать, паллах, ĕçлемелли хатĕрсем пĕтĕмпех хальхи пурнăçа тӳр килеççĕ, çынсене ĕç укçине те вăхăтра тата кирлĕ пек шайра тӳлеççĕ. Ĕçлекенсемпе тĕл  пулнă самантра Михаил Игнатьев республика пурнăçĕнчи уйрăм самантсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă, халăха тĕрлĕ сферăри ĕç кăтарăвĕсемпе паллаштарнă,  çынсене кăсăклантаракан ыйтусем çине хурав панă. 

 Республика Правительстви социаллă пĕлтерĕшлĕ пур ыйтусене те вăхăра татса парать, хăй çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса пурнăçлать.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, регион Ертӳçи Михаил Игнатьев влаçпа бизнес пайĕ яланах ăнланса килĕшӳре ĕçлемеллине, пĕрне пĕри витĕм кӳмеллине асăннă. «Влаç органĕсенче тăрăшакансен предприятисене тăтăшах çитсе килмелле, вăл таса тивĕç пурин те.  Халăха хумхантаракан ыйтусене вăхăтра татса парассишĕн çине тăрса ĕçлемелле. Çынсемпе курнăçсан, вĕсен кăмăлне те пĕлме пулать, ыйтăвĕсене те вăхăтра татса пама май пур.   Эпир паянхи куна илес пулсан, республикăри ăнăçлă ĕçлесе пыракан предприятисем патне те, йывăрлăха лекнĕ организацисене те пĕр пекех çийĕнчех çитсе килме тăрăшатпăр«Волгостальконструкция» ТМЯО пуласлăх питĕ пысăк. Эпĕ, чăннипех те çакнашкал предприятисем республикăра пурришĕн мăнаçланатăп.  Олег Дельман пек ертӳçĕсем пурри хавхалантарать.  Вĕсем хулара пурăнакансен ырлăхĕшĕн ырми-канми тăрăшса ĕçлеççĕ. Ĕçлекенсен кăмăлĕсем çĕкленӳллĕ. Пирĕн çакăн пек предприятисем регионта ытларах пулсан, республика экономики те  лайăхрах аталанса пырасси куçкĕретех пулĕ», - пĕтĕмлетсе каланă Михаил Игнатьев паянхи тĕлпулура. Тĕплĕнрех

.



18 мая 2016
16:38
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter