Патăрьел районĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов пулнă

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче пирĕн районта ĕçлĕ çулçỹревпе Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, Чăваш Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов пулчĕç.

Çак кунах районта "Зарница" тата "Орленок" çамрăк армеецсен юхăмĕн финалти вăййисем пуçланчĕç. Кăçалхипе вĕсем 48-мĕш хут пулаççĕ. Турхан çывăхĕнчи Кивçурт уçланкăна 300 ытла каччăпа хĕр пуçтарăннă. Унта вĕсен чылай тĕрĕслеве лекме тивет. Кунтах яшлăха нумайлăха асра тытма май паракан тĕл пулусем пулаççĕ. Çитĕнекен ăру пĕр-пĕринпе паллашать, çĕнĕ юлташсем тупать.

Вăйăсене чыслă лару-тăрура уçнă май унта хутшăнакансене саламласа тата ăнăçусем сунса район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ А. Аршинова, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пай пуçлăхĕ Евгений Семенов тата ыттисем те тухса каларĕç.

Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет Председателĕн çумĕ А. Аршинова пуçарăвĕпе пурнăçа кĕрекен "Гимн труду" проект мĕнле ĕçлесе кайнипе интересленсе хăнасем Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкула çитрĕç. Чăваш Енри Ĕç çынни çулталăкĕнче çитĕнекен ăрăва аслисен ырă ĕç ăсталăхне кăтартса çакнашкал воспитани пама пултарни кирек кама та савăнтармалла. Çакна Алена Игоревна та ырласа палăртрĕ. Шкулти кадетсен класĕсенче пĕлỹ пухакан ачасемпе тĕл пулнă май çĕршывăн шанчăклă хỹтĕлевçисем çитĕннине пытармарĕ.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Н. Малов ĕç çыннине мала хурса шкулта "Гимн труду" кĕтес уçнине ырларĕ. Николай Владимирович çак кун районти суту-илỹ, культура ĕçченĕсемпе, Патăрьелĕнчи "Сказка" ача садĕнче вăй хуракансемпе тĕл пулчĕ.

Районти культурăпа кану центрĕнче Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, Комсомольски районĕсенчи педагогика ĕçченĕсемпе тĕл пулнă май, А. Аршинова вĕрентỹ енĕпе ĕçлекен комитет еплерех вăй хуни çинче чарăнса тăчĕ, вăтам шкултан тата 9 класран вĕренсе тухакан ачасем умра тăракан патшалăх экзаменĕсене лайăх тытчăр тесе ăнăçусем сунчĕ, тăрăшуллă ĕçченсене Тав çырăвĕсем парса чысларĕ.

 



19 мая 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter