Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ВТБ банк вице-президенчĕпе Михаил Волковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ВТБ банк вице-президенчĕпе Михаил Волковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Ĕçлĕ калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Енилина хутшăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳçĕсем пуласлăхри çыхăну пирки, социаллă пĕлтерĕшлĕ инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртессине сӳтсе явнă, Чăваш Енри ВТБ банкăн çĕнĕ ертӳçипе Константин Киркизовпа паллашнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ВТБ банк ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтернĕ, регионта вырнаçнă учрежденисенче халăха банк пулăшăвĕсене тивĕçлĕ шайра панине каланă.    «ВТБ тытăмне республикăри малта пыракан предприятисемпе организацисем кăмăл тăваççĕ. Эпир малашне те банксемпе тухăçлă ĕçлеме шантаратпăр. Пуласлăхра çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем те хута каясси паллă, вĕсем сирĕн пулăшусемпе те усă курасси куçкĕретех», - тенĕ республика Ертӳçи. ВТБ банкăн Правлени Председательне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Çĕнĕ хула» проекта пурнăçа кĕртме витĕм кӳнĕшĕн тав тунă. Паянхи кун микрорайон илемленсе пырать, унти  инфратытăм çирĕп аталанать.  Кĕçех çĕнĕ шкул та хута кайĕ. Сумлă хăна Чăваш Енре пĕрремĕш хут пулнине каланă. «Сирĕн тĕлĕнмелле хитре хула, питĕ илĕртӳллĕ, çӳллтен пăхсан тата та капăр. Пурăнма халăх валли кунта сирĕн пур условисем те çителĕклĕ», - тесе палăртнă хăй шухăшне республикăна килнĕ ертӳçĕ. «Бизнеса аталанма та пĕтĕмпех условисем меллĕ. Эпир тĕрлĕ ыйтусене татса парас ĕçе хутшăнма хатĕр. Чăваш Ен электротехника, строительство, апат-çимĕç таварĕсене калăплассипе тĕнчипех паллă предприятисемпе пуян.   Шанатпăр, малашне те ВТБ банк регионта бизнеса аталанма ирĕк паракан проектсене пурнăçа кĕртме витĕм кӳрессе», - тесе пĕтĕмлетсе каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Журналистсемпе калаçнă май, вăл енчен те регионта бизнес лайăх аталанать пулсан, банк тытăмне те вăй илсе пыма питĕ вырăнлă пулнине асăнса хăварнă. «Эпир Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионта бизнес çирĕп аталантăр тесе тата вĕсен шучĕ ӳссе пытăр тесе сахал мар ĕçленине те куратпăр. Республикăра финанс пайĕнче те тухăçлă ĕçлени куçкĕретех», - тенĕ хăна.   Тĕплĕнрех



19 мая 2016
08:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter