«Рейтинг» информаципе коммуникаци центрĕ пичетлесе кăларнă тĕпчев ĕçĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççейри чи лайăх ăста губернаторсен шутĕнче

«Рейтинг» информаципе коммуникаци центрĕ (ЦИК) 2016-мĕш çулта пуш уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕчченхи Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ертӳçисен ĕç-хĕлĕн витĕмлĕхĕ пирки тата тухăçлăхне палăртакан кулленхи тĕпчев ĕçне пичетлесе кăларнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев рейтингра пĕрремĕш ушкăнра тăрать, Атăлçи федераци округĕнче асăннă кăтартупа Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ытти регионсен пуçлăхĕсемпе танлаштарсан виççĕмĕш вырăна тухнă, пĕрремĕшне – Р.Минниханов, иккĕмĕшĕне Р.Хамитов йышăннă.    Тĕпчевçĕсем рейтинга хатĕрленĕ чухне федерацийĕн тата  регионсен эксперчĕсен шухăшĕсене тĕпе хунă, вĕсен кăтартăвĕсене шута илсе хатĕрленĕ. Шăпах та вĕсем рейтинг ĕçне пĕтĕмлетӳ тума витĕм кӳнĕ.

 



19 мая 2016
16:10
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter