Мускавра Раççей Федерацинчи Япони Посольствинче Чăваш Республикипе паллаштаракан презентаци иртет

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацичи Япони Посольствинче Чăваш Республикипе паллаштаракан ятарлă презентаци хатĕрленĕ, унта регионăн экономика аталанăвĕпе инвестици илĕртӳлĕхĕ пирки тĕплĕн сӳтсе явĕç. Япони бизнес клубĕн членĕсене республика аталанăвĕн çул-йĕрĕпе паллаштарĕç, пуласлăхри тĕллевсене пăхса тухĕç. Чăваш Республики пирки тĕплĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Чăваш Енри полномочиллĕ представителĕ  Леонид Волков тĕплĕн каласа кăтартĕç.  Вĕсемсĕр пуçне палăртнă мероприятине Чăваш Республикинчи предприятисемпе организацисен ертӳçисем те хутшăнаççĕ.  



19 мая 2016
16:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter