Мускавра Раççей Федерацинчи Япони Посольствинче Чăваш Республикипе паллаштаракан презентаци иртнĕ

 


Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра Раççей Федерацинчи Япони Посольствинче Чăваш Республикипе паллаштаракан презентаци йĕркеленĕ.  Японин бизнес клубĕн членĕсене республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн çул-йĕрĕ пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Асăннă мероприятийĕн тĕп тĕллевĕ – икĕ ен хушшинчи çирĕп çыхăнăва аталантарса тытса пырасси пулнă. Чи малтан Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Японин Полномочиллĕ Посолĕпе Тоехис Кодзукипе тата Мускаври Японин представительствин пуçлăхĕпе Такафуми Накаипе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Калаçу тĕпрен илсен суту-илӳ, экономика аталанăвĕ пирки пулнă.  Михаил Игнатьев Япони Посольствинче Чăваш Республики пирки презентаци тăратма ирĕк панăшăн тав тунă. «Ку, чăннипех те пирĕн регионшăн çав тери паха, çĕнĕрен те çĕнĕ çыхăнусене анлăлатма ирĕк парать», - тенĕ Михаил Игнатьев сăмаха малалла тăснă май.

 Тоехиса Кодзуки хăйĕн сăмахĕнче Раççейре яланах бизнеса аталантарма хавас пулнине пĕлтернĕ.  Чăваш Республикипе паллаштаракан презентаци хатĕрлени, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнни регионпа тĕплĕнрех паллашма ирĕк панине асăннă, çыхăнăва çирĕплетме пулăшнине каланă сумлă ертӳçĕ. 

 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ малашлăхра та Чăваш Енпе Япони хушшинчи çыхăнăва тытса пыма хатĕррине палăртнă. «Эпир кунта пуçласа 2010-мĕш çулта пулнă. Ун чухне те эпир Сирĕн ĕçтешсемпе тĕл пулнăччĕ. Раççей Федерацинчи Японин Полномочиллĕ Посолĕ Масахар Коно кĕтсе илнĕччĕ. Ун хыççăн, эпир çыхăнăва тытса пырса, пĕр-пĕриншĕн усăллă килĕшӳсемпе ĕçлеме тытăнтăмăр. Эпир савăнатпăр, Япони предпринимателĕсем пире шанаççĕ, вĕсем регионта производство хута яни те çакнах çирĕплетсе парать. Эпир сирĕн ĕçсене пысăка хурса хаклатпăр, малашне те çирĕп çыхăнăва аталантарса пырассине ĕненетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев.  «Паянхи куна илес пулсан та, Чăваш Республикинче ĕç климатне ырă енне улăштарса пырассипе çав тери пысăк шайра ĕçсем йĕркеленеççĕ. Чăннипех те, Чăваш Енре бизнеса аталантарса пыма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ. Малашне те сирĕншĕн эпĕ тĕп пулăшуçă пулса тăма тăрăшăп, енчен те чăваш çĕрĕ çинче хăвăрăн бизнеса аталантарма шутлатăр пулсан», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

 Тоехиса Кодзуки калаçура çу уйăхĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе Владимир Путинпа Японин Премьер-министрĕ Синдзо Абэ ĕçлĕ тĕлпулу йĕркеленине асăннă. Икĕ халăх хушшинчи çирĕп çыхăнăва тытса  пырассине, экономикăна аталантарма май паракан самантсем пирки тĕплĕн сӳтсе явнине пĕлтернĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кĕскен регионăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа хăварнă, икĕ халăхăн та пĕрпеклĕхсем пуррине, таварсене экологи енчен пахалăха тĕпе хурса калăпланине, сывă апатлану çине тимлĕх уйăрнине асăннă. Çак презентаци тата та пуласлăхра çыхăнăва анлăлатма ирĕк панине каланă ертӳçĕ. Регион Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патшалăх политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри - инвестици илĕртӳлĕхне ӳстерсе пырасси пулнине пĕлтернĕ, асăннă ыйтупа Раççейре Чăваш Ен чи ăнăçлă ĕçлесе пыракан вунă регион шутĕнче тăнине те уйрăммăн палăртса хăварнă. «Калас пулсан, тĕлĕнмелле паха, Чăваш Республикинче тĕнчипе паллă Испани, Германи, Серби, Итали тата Япони предпринимателĕсем ĕçлеççĕ. Сире те Чăваш Республикине инвестици хывма чĕнсе калатăп.  Промышленноç, ял хуçалăх, строительство тата ытти енпе те аталанса пыма питех те меллĕ»,- тенĕ сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин  Чăваш Республикипе паллаштаракан кураври чи пысăк пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки чарăнса тăнă. Экономикăпа çыхăннă пайсем çинчен ытларах каласа кăтартнă, промышленноç аталанăвĕпе паллаштарнă.  Сăмаха май, регионти чи пысăк инвестициллĕ проектсене палăртнă.  Ют çĕршыври предпринимательсем хăйсен бизнесне Чăваш Енре анлăлатса пынине каланă, регионшăн чи приоритетлă пайсем электротехника, хими, промышленноç, машинăсем тăвасси пулнине асăннă.  Пĕлтĕр Чăваш Республикинче Япони Fujikura  хута кайнине те каланă, пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ĕçленине уйрăммăн палăртнă. Пирĕн республикăра инвесторсене аталанса вăй илсе пыма ятарлă индустри паркĕсене те хута янă, налуксем тӳлессипе те сахал мар çăмăллăхсем йĕркеленĕ.

 Fujikura Automotive Europe  генеральнăй директорĕ Ичиро Камада хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче ĕçлеме вĕсене мĕнле майсем йĕркелесе панипе тĕплĕн паллаштарнă.  Вăл каланă тăрăх, компани предприятине хута яриччен сахал мар вăхăт икĕ çул çурă Раççейри хăш регионта уçасси пирки шыраса ирттернине пĕлтернĕ. «Чăннипех те, нумай регионсемпе паллашрăмăр, анчах та чи лайăххине Чăваш Республикине суйласа илтĕмĕр. Ку субъектра бизнеса аталанса пыма çителĕклĕ условисем пуррине курса ĕнентĕмĕр», - тенĕ вăл. Чăваш Ен Правительствине, Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева  ĕç хучĕсене йĕркелес ĕçре те пысăк витĕм кӳнĕшĕн, производствăна кĕске вăхăт хушшинче хута яма май туса панăшăн тав тунă. Пулăшусене паянхи кун та питĕ лайăх туйнине тепĕр хут çирĕплетсе каланă ертӳçĕ.  Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева çав тери пысăк тавракурăмлă пулнине, ăста питĕ уçă çын тесе хакланă Fujikura Automotive Europe генеральнăй директорĕ. Вĕсем Чăваш Енре производство хута яма пĕтĕмпе 260 млн. тенкĕлĕх инвестици хывнă.

 Чăваш Республикипе паллаштаракан презентаци ĕçне хакланă май, журналистсене çакăн пек хурав панă «Япони центрĕ» АНО директорĕ Хамано Митихиро: «Нимĕн ӳстермесĕрех палăртатăп,  Чăваш Республикипе паллаштаракан презентаци çав тери паха пулчĕ. Кун пеккине пачах та курманччĕ хамăр Посольствăра.  Чăваш Республики хăй пирки çителĕклĕ таран каласа пама пултарчĕ.  Эпир те, паллах хатĕрлентĕмĕр. Пур хыпарсене те яппун чĕлхине куçарнă.  Мероприятине хутшăнакансемшĕн питĕ меллĕ пулчĕ.  Паянхи тĕлпулу пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ тата усăллă», - тенĕ.  «Презентаци ĕçне  çӳллĕ шайра йĕркеленĕ. Вăхăчĕ, паллах çакна хатĕрлеме нумаях пулман, анчах та Чăваш Республики кĕске вăхăтрах хатĕрленсе хăйпе питĕ чаплă паллаштарчĕ», - тесе хăй шухăшне каланă Раççейри Япони бизнес клубĕн директорĕ Ямада Цумутоку.   Тĕплĕнрех



20 мая 2016
09:51
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter