Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пенза облаçĕнчен килнĕ сумлă делегаципе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пенза облаçĕнчен килнĕ сумлă делегаципе ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Тĕлпулăва çакăн пекех Чăваш Енрен Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов,  экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан  Инна Антонова, «Агромашхолдинг» ТМЯО ĕç пурнăçлакан директор Мурад Караджаев хутшăннă.

 Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пенза облаçĕн губернаторне Иван Белозерцева икĕ регион хушшинчи çыхăнăва тытса пыма витĕм кӳнишĕн тав сăмахĕсем каланă. Ку хутĕнче пирĕн республикăна ĕçлĕ визитпа килнĕ делегацине Пенза облаçĕн Правительствин Председателĕ Николай Симонов йĕркелесе ертсе пынă.  «Эпĕ Пенза облаçĕнче пулнă. Сирĕн, чăннипех те регионта ял хуçалăхĕ питĕ лайăх аталанса пырать.  Çакăн пек тĕлпулусем пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнусене анлăлатма, управлени йышăнăвĕсене тунă чухне йăнăшсем тăвассинчен хăтарать», - тесе уйрăммăн палăртса каланă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Пенза облаçĕн Правительствин Председателĕ Николай Симонов Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тунă. Вĕсен делегацийĕ регионти промышленноç предприятийĕсене çитсе килнине палăртнă, кирпĕчсем калăплакан производство тата ТБО вĕсене кăсăклантарни пирки пĕлтернĕ.   Сăмаха май, Чăваш Республикинче промышленноç ăнăçлă аталаннине каланă сумлă хăна. ««Промтрактор» АУО пултăмăр. Çак предприятине упраса хăваракан çынсене чĕререн пысăк тав сăмахĕсем калас килет», - тенĕ вăл. Паянхи куна ытларах Пенза облаçĕпе пирĕн регионти предприятисем: «ЧЭАЗ» АХО, «ЭЛАРА» АУО, «ШЗСФ» АУО, «КАФ» АУО, «ЧЭМЗ» АХО ĕçлеççĕ.  Пенза облаçĕн премьер-министрĕ  хăйсен регионĕнче ял хуçалăх еплерех аталанса пыни пирки тĕплĕн каласа кăтартнă. Вĕсем чăх-чĕп ĕрчетессипе, пахча-çимĕç, сĕт-çу, выльăх-чĕрлĕх самăртассипе курăмлă ĕçленине каланă. Кăвакал, кăркка какайне тирпейлессипе те предприятисем ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртнă. «Сирĕн паха опыта хамăр регионта тĕпе хурса ĕçлеме тытăнмалла», - тесе пĕлтернĕ шухăша Михаил Игнатьев, Чăваш Енри Ял хуçалăх министерствине вĕсемпе тачă çыхăнура тăма сĕннĕ.  Пенза облаçĕнче хатĕрленекен газпа усă куракан техника витĕмлĕхĕ пирки сумлă хăна каласа кăтартнă.  Ытларах çак хатĕрсемпе агробизнесра ĕçлекенсем усă курнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра строительство пайĕ хăвăрт темпа аталаннине пĕлтернĕ, çурт-йĕр çавăрас ĕç кирлĕ пек шайра пулса пынине те каласа хăварнă. «Раççей Президенчĕ хваттерсĕр халăха çуртсемпе тивĕçтересси çине пысăк тимлĕх уйăрать.  Ыйтăва пирĕн пурин те пурнăçламалла, енчен те, çынсем хваттерсĕр пулсан», - тенĕ Михаил Игнатьев. Сумлă делегаци Чăваш Енĕн ĕçне пысăка хурса хакланă.  2014-мĕш çулта авăн уйăхĕнче икĕ регион хушшинчи Килĕшĕве алă пусса çирĕплетнĕ ĕç хучĕ халĕ те пурнăçа кĕрсе пынине асăннă.



20 мая 2016
14:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter