Республикӑн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванова Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ

 


Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен ӗҫӗн министрӗпе Владимир Ивановпа тӗл пулнӑ май Чӑваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев темиҫе йышӑнупа паллаштарнӑ.Унта РФ вӗренӳ министрӗн Дмитрий Ливановӑн йышӑнӑвӗпе Владимир Иванова И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн ректорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннипе тата Михаил Игнатьев Владимир Иванова хӑйӗн канашҫи пулма шаннине те пӗлтернӗ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне республикӑн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса ертсе пыма тытӑннӑ. Владимир Ивановпа ҫыхӑннӑ тепӗр ырӑ пĕлтерĕшлĕ пулăм та пур, ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ.



20 мая 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter