Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн малтанхи сасăлавне хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче Чăваш Енре «Пĕрлĕхлĕ Раççей» пĕтĕм Раççейри политика партийĕн малтанхи сасăлавĕ праймериз пулнă.  Пĕтĕмлетӳ тунă хыççăн, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашне авăн уйăхĕнче суйлава хутшăнма ирĕк илекен кандидатсене паллă тăвĕç. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн мăшăрĕпе  Светлана Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа праймериза хутшăннă, Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ Культура керменӗнче вырнаҫнӑ участокра сасӑланӑ.    Депутат пулас текенсемшĕн те суйлавçăсемшĕн те праймериз ирттерни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине асăннă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   «Хула халăхĕ праймериза пухăнни савăнтарать.  Раççей тата Чăваш Ен пуласлăхĕшĕн çынсем пăшăрханни сисĕнет. Вĕсем çĕршывăн обществăлла политика лару-тăрăвĕ тăнăçлă пĕр шай лайăх аталанса пытăр тесе тăрăшаççĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, çак ĕç партири чи пысăк тавра курăмлă депутатсене суйласа илме ирĕк панине асăннă.  «Шанатăп, суйлавçăсем Раççейшĕн те, Чăваш Еншĕн те чи тивĕçлĕ депутат пулас текен кандидатсене суйласса», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май.     Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова депутат пулас текенсем хушшинчи  тупăшу çав тери çивĕч пулнине палăртнă. Çакăн пек праймериз ирттерни паха пулнине уйрăммăн палăртса хăварнă.  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов праймериза килнĕ çынсем çав тери нумайăн пулнине асăннă.  Халăх апла пулсан, малтанласа ирттернĕ сасăлавăн пĕлтерĕшне ăнланни сисĕнет тесе каланă. «Мероприяти чăн-чăн уяв.  Суйлавçăсене тав тăватăп.  Ку каллех тепĕр хут, эпир пĕрле пулнине çирĕплетсе парать», - тенĕ вăл. Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов партисен пурнăçĕшĕн праймериз йăлана кĕрсе пынине, пур вăя та пĕрлештернине асăннă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕ çак праймериза ирттересси пирки пуçласа ĕçе тытăннă. Праймериз çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре пуçланнă.  Пĕтĕмпе республикăра 236 сасăлав участокĕ уçăлнă, каçхине 20:00 сехетре праймериз ĕçне вĕçленĕ.  Çу уйăхĕн 25-мĕш тĕлне регионта йĕркелӳ комитечĕ малтанхи сасăлавăн пĕтĕмлетĕвне палăртма хатĕрленет. Тĕплĕнрех



23 мая 2016
08:54
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter