Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

 Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республика Правительствин членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова хăйĕн докладĕнче республикăра патшалăх пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене хатĕрленсе йĕркеленĕ мероприятисем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, регионта асăннă ыйтупа ĕçсене пĕтĕмпех йĕркеллĕ пурнăçланă.  Кăçалхи çул ачасене экзаменсем тыттармалли ятарлă вырăнсен шутне сахаллатнă. Пурĕ вĕсем 36 шкула суйласа илнине палăртнă.  Экзаменсем тытнă вăхăтра шкулсенче хăрушсăрлăхпа та туллин тивĕçтермеллине, ку ыйтупа та ĕçсене пĕтĕмпех пурнăçласа çитернине каланă. Экзаменсене тыттарма, вĕрентекенсен квалификаци шайне те ӳстернине, Федераци институтĕнче учительсем хăйсен пĕлĕвне анлăлатнине каланă. Кăçалхи çĕнĕлĕх пирки те чарăнса тăнă. Шкулсенче онлайн-видеосăнав пулассине пĕлтернĕ. ППЭ вăхăтĕнче йĕркене тĕрĕслесе пăхса тăма обществăлла сăнав та çирĕплетнине асăннă.  Çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Мускавра РФ Япони Посольствинче Чăваш Ен пирки презентаци йĕркеленĕ. Ку ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова каласа кăтартнă. Палăртнă мероприятире Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ĕç тăвакан влаç органĕсенче тăрăшакансем, предприятисемпе организацисен ертӳçисем хутшăннă.  Презентаци тапхăрĕнче Fujikura Automotive Europe  генеральнăй директорĕ Ичиро Камада Чăваш Енре хăйсен проектне пурнăçа кĕртсе пыни пирки каласа хăварнă.  Вăл тĕлĕнмелле лайăх вырăнта Чăваш Ен вырнаçнине, электротехника енĕпе те бизнес вăйлă аталаннине асăннă. Инфратытăм çирĕп, специалистсен пĕлӳ шайĕ пысăк пулнине те палăртса хăварнă.  Тĕлпулу самантĕнче Чăваш Енпе Япони хушшинче килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсем пирки те калаçса килĕшнине, республикăра проектсене пурнăçласси пирки те сӳтсе явнине каланă.  Çуллахи вăхăтсем çитсе килнĕ май, шывпа çыхăннă пулăмсенче асăрхану паллисем вырнаçтармалли çинчен Чăваш Енри ГКЧС председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Павлов каласа хăварнă.  Шыва кĕме ятарлă вырăнсем республикăра 13, унсăр пуçне тата та 15 объект хатĕрленессине палăртнă, анчах та асăннă ыйтупа Улатăрта, Йĕпреçре, Патăрельĕнче, Каçал енре, Хĕрлĕ Чутайра, Пăрачкавра, Вăрмарта, Шăмăршăра, Çĕмĕрлере,  Елчĕкре, Тăвайра çителĕксĕр ĕçленине каланă.  Пĕлтĕр шывра пулнă инкексен шучĕ 30 çитнĕ.  Кăçал вĕсен хисепĕ паянхи куна виçĕ тĕслĕх. Республикăри мĕнпур районсемпе хуласенче ĕçлекенсен ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илмелле, кирлĕ пек мерăсем вăхăтра йышăнмаллине чĕнсе каланă ертӳçĕсем. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех  çирĕп йышăнусем туса хăварнă.



23 мая 2016
13:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter