Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ТехноНИКОЛЬ Корпораци Президенчĕпе Сергей Колесниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ТехноНИКОЛЬ  Корпораци Президенчĕпе Сергей Колесниковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.  Икĕ ертӳçĕ республикăри строительство пайне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, вак тата вăтам предпринимательлĕх, вĕренӳ пирки канашланă. Михаил Игнатьев республикăра вĕрентӳ тытăмĕ кирлĕ пек шайра ĕçлесе пынине каланă, Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушăвĕпе килĕшӳллĕн, 2016-мĕш çултан пуçласа регионта хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан паха специалистсене хатĕрлеме ирĕк паракан регионсем хушшинчи вĕрентӳ центрĕ хута яма пуçланине, çак ĕçе Раççейри ултă субъектра çеç пурнăçа кĕртме палăртса хунине пĕлтернĕ ертӳçĕне Михаил Игнатьев.  «Çамрăк профессионалсем» пĕтĕм Раççейри регионсенчен   конкурса хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартса пама пултарнине те асăннă. Федераци бюджетĕнчен вĕрентӳ пайне аталантарса пыма 141 млн.803 пин тенкĕлĕх пулăшу куçарнă.  Укçана вĕрентӳ хатĕрĕсене туянма тăкаклама палăртса хунă.  Сергей Колесников хăйĕн сăмахĕнче бизнеса витĕм кӳрекен пай, пĕрле ĕçлени пулнине, нормативлă ĕç хучĕсене те йĕркелеме ирĕк панине асăннă. Енчен те тĕнчери чи паха ăста специалистсен ĕçне ăша хывса пурăнсан, ĕçре усă курсан, программăсемпе саккунсене пурнăçа кĕртсе пыма май пулассине уйрăммăн палăртнă. Вăл çакăн пекех чăваш халăхĕ çав тери ĕçлеме юратнине, унăн малашлăхра пуласлăхĕ те пысăк пулнине нимĕн иккĕленмесĕрех каланă.   Регионта бизнеса вăй илсе пыма кирлĕ пек пур условисем те çителĕклĕ тесе хакланă, чи пуçаруллисене витĕм кӳме те хатĕр пулнине асăннă. Тĕлпулу вăхăтĕнче ытти актуаллă ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухса сӳтсе явнă.



23 мая 2016
16:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter