Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 14 №-лĕ Кадетсен шкулĕнче пулнă, юлашки шăнкăрава халалласа ирттернĕ савăнăçлă линейкăна хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 14 №-лĕ Кадетсен шкулĕнче пулнă, юлашки шăнкăрава халалласа ирттернĕ савăнăçлă линейкăна хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова, Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ  Владимир Викторов, Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствин Ветерансен канашĕн председателĕ Михаил Киселев генерал-майор тата ытти официаллă хăнасем пуçтарăннă. Обществăра кадетсен юхăмĕ яланах пысăк хисепре пулнине асăннă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Пирĕн çĕршывра кадетсем хăйсен пысăк культурине кăтартса параççĕ. Вĕсен çирĕп йĕрки, тăван çĕршыва, тăван шкула парăнни, хисеплени ыттисемшĕн тĕслĕх», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Михаил Игнатьев.  Кадетсен шкулĕнчен вĕренсе тухакан ачасен ашшĕ-амăшĕсене, ачасене вĕрентекенĕсене РФ тивĕçлĕ гражданĕсем пулма витĕм кӳнĕшĕн тав сăмахĕсем каланă.  Шкулсенчен вĕренсе тухакансенчен кашни иккĕмĕшĕ е военнăй е тата юрист пулаççĕ. Каярах, шăпах та вĕсем обществăра йĕрке пултăр тесе тăрăшаççĕ. Вĕренсе тухакан ачасене шкул директорĕ Светлана Иванова саламланă.  «Паян сирĕншĕн çĕнĕ çулсем уçăлаççĕ. Малашне эсир хăвăр тĕллĕн тĕрĕс çул шыраса илме пикенетĕр. Шанатпăр, сирĕнтен кашни Тăван çĕршыв пуласлăхĕшĕн пысăк тӳпе хывассине», - тенĕ вăл шкултан вĕренсе тухакансене саламланă май.  Çакăн пекех ачасене ашшĕ-амăшĕсем, вĕрентекенсем ăшшăн саламланă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе курса калаçнă, вĕсене Правительство çурчĕн чи çӳллĕ вырăнĕнчен Шупашкар хулине пăхса килленме йыхравланă.  Михаил Игнатьев çак кун шкулти классене те кĕрсе тухнă, çамрăк яш-кĕрĕме лайăх вĕренме пехилленĕ. Хăнасем шкул çывăхĕнчи территорине пăхса çаврăннă. Тавралăха тирпей-илем кӳртесси çине тимлĕх уйăрма хушса хăварнă вырăнти ертӳçĕне.  Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхне Алексей Ладыкова шкул çывăхĕнче çуран çынсене утма çӳреме ыйтăва татса пама хушнă. Гражданский урамĕнче 48-мĕш çуртра почта ещĕкĕсем тирпейсĕр пулнине, подъездра таса мар, стенасем çинче краска йăлтах çурăлса пĕтнине курнă, ертӳçĕсене кăлтăксене çийĕнчех сирсе яма хушнă.  ««ОЗОН» ТМЯО ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илмелле, кăлтăксене пĕтермелле. Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ çирĕп асăрхаттарса хăварнă. Паллах, халăхăн та тирпейлĕ пулма тăрăшмалла, енчен те тавралăх таса пулсан, пурин кăмăлĕ те уçăлать», - тенĕ Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



24 мая 2016
16:18
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter