Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев АУО «РЖД» Президенчĕпе Олег Белозеровпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

 


Чăваш Ен Правительстви регионта вырнаçнă предприятисене пулăшу кӳрет, вĕсене аталанса пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парать. Федераци шайĕнче йышăннă пысăк проектсене пурнăçа кĕртессипе анлăн ĕçлет, таварсене вырнаçтарма та витĕм кӳрет. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев АУО «РЖД» Президенчĕпе Олег Белозеровпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Тĕрлĕ таварсен йышне ӳстерессипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă, Чăваш Енри предприятисем калăплакан таварсене ОАО «РЖД» валли хатĕрлесси пирки сӳтсе явнă. ВСМ Мускав-Хусан чукун çул строительствин ĕçне регионти предприятисемпе организацисене ĕçлеттересси пирки те канашланă. «РЖД» АУО  Президенчĕ палăртнă тăрăх, пысăк хăвăртлăхпа çӳретме ирĕк паракан ВСМ Мускав-Хусан чукун çул хута кайсан 370 çын валли ĕç вырăнĕ хатĕрленесси пирки каланă. Çĕнĕрен те çĕнĕ производствăсем те çĕкленесси те паллă тенĕ. Олег Белозеров магистрале хута яма пысăк технологиллĕ, çĕнĕлле хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан таварсем калăплама ыйтнă.  Хальхи самантра проект ĕçне хатĕрлессипе тăрăшнине пĕлтернĕ ертӳçĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республики пĕр тан тăнăçлă аталанса пыракан партнер ятне çĕнсе илнине, хăй çине илнĕ пур ĕçе те яваплăха туйса пурнăçласа пынине каланă. Сочире иртнĕ строительство ĕçĕнче те пирĕн регионти предприятисем пĕлтерĕшлĕ пысăк проектсене пурнăçа кĕртсе пынă ĕçре хăйсене ырă енпе кăтартса панине аса илсе хăварнă. Калас пулсан, паянхи куна «РЖД» АУО пирĕн регионтан 20 ытла предприяти хăйсен пулăшăвĕсемпе тивĕçтерни паллă. Тĕрлĕ конкурсенче тăтăшах хутшăнаççĕ, таварсене кирлĕ пек хакпа вырнаçтараççĕ. Палăртас пулсан, пĕлтĕр 2015-мĕш çулта «РЖД» АУО пирĕн регионти предприятисемпе организацисем таварсене пурĕ 12 млрд.тенкĕлĕх тăратнă. Электротехника тытăмĕнче Чăваш Енре калăпланакан таварсем Сименс, Тошиба, АББ, Шнайдер Электрик нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ, тепре чухне аванрах та вĕсенчен.  Çĕнĕлле аталанса пырассин кăтартăвĕпе Раççейре Чăваш Республики ытти субъектсем хушшинче 5-мĕш вырăн йышăнать. Республика Ертӳçи Михаил Игнатьев «РДЖ» АУО Президентне  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçленĕшĕн тав тунă, малашне те ĕçлĕ çыхăнусем çирĕп аталанса пырассине шантарса каланă. Олег Белозерова çитес вăхăтрах Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа килсе курма чĕннĕ, предприятисен çĕнĕ таварĕсемпе паллашма сĕннĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев – халăх валли пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем хатĕрлесе тăратасси.  Экономикăна çирĕп ура çине тăратасси, ĕç производствин пахалăх шайне ӳстерсе пырасси, çынсен ĕç укçин виçине хăпартасси», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  «Пысăк хăвăртлăхпа çӳреме ирĕк паракан магистраль хута кайсан, пирĕн регионшăн та пысăк пулăшу пуласси паллă, производствăна та аталанса пыма меллĕрех пулĕ, экономикăна та витĕм кӳресси куçкĕретех. Туризма та çĕклесе яма аван пулĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.   Олег Белозеров тĕлпулу икĕ еншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă, Михаил Игнатьева регионта чукун çул транспорчĕпе çыхăннă ыйтусене тухăçлă татса пама витĕм кӳнĕшĕн ырланă.  Тĕплĕнрех



24 мая 2016
09:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter