Татмăшсем «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» республика шайĕнчи конкурсра çĕнтерчĕç

 И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедри Чăваш Республикинчи Ĕç çыннин çулталăкне халалланă «Чăваш чĕлхипе литератури. Уçă урок тата класс тулашĕнчи чи лайăх ĕç» республика шайĕнчи конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне пĕтĕмлетрĕ. Конкурса республикăра тата республика тулашĕнче чăваш чĕлхипе литературине, тăван ен культурине шкулта вĕрентекенсем хастар хутшăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пирĕн шкул ĕçченĕсем те пур. «Чăваш чĕлхипе литература вулавĕн кĕçĕн классенчи урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш шкулĕ)» номинацире кĕçĕн классенче вĕрентекен Григорьева Елена Юменалиевна пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ, «10-11 классенчи чăваш чĕлхипе литератури урокĕ, класс тулашĕнчи мероприяти (чăваш шкулĕ)» номинацире чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Григорьева Вера Николаевна - иккĕмĕш.

Çĕнтерÿçĕсене чун-чĕререн саламлатпĕр, малашне те çитĕнÿсем сунатпăр.

 

Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен 

      Григорьева Вера Николаевна



24 мая 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter