Шупашкарти 5-мĕш №-лĕ гимназирен вĕренсе тухакансене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă

 


Çу уйăхĕн 23-25-мĕш кунĕсенче Чăваш Республикинчи шкулсенче юлашки шăнкăрава халалласа савăнăçлă уявсем иртнĕ. Кăçал пурĕ 6 пин ытла ача 11-мĕш класс, 11 пин те тăватçĕр ача  9-мĕш класс вĕренсе пĕтерет.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паян, Шупашкарти 5-мĕш №-лĕ гимназире пулнă, торжествăлла мероприятие хутшăннă.  Çак гимназирен кăçал вунпĕрмĕш класра вĕреннĕ 108 шкул ачи тата тăххăрмĕш классран 109 ача вĕренсе тухать, вĕсемшĕн юлашки шăнкăрав янăранă. Республика Пуçлăхĕ гимназирен вĕренсе тухакансене патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсене ăнăçлă тытма, малашнехи пурнăçра тĕрĕс çул-йĕр шыраса тупма сĕннĕ.  «Эсир чи чаплă тарăн пĕлӳ илме пулăшакан Шупашкарти гимназире вĕренсе хăвăрăн пĕлĕвĕре, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатрăр, шанатăп, малашне обществăра та тивĕçлĕ вырăн йышăнасса», - тесе чĕнсе каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



25 мая 2016
16:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter