Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри влаç органĕсенче тăрăшакансемпе ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Чи малтанах вăл пухăннисене çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра «РЖД» АУО Президенчĕпе Олег Белозеровпа тĕлпулу ирттерни пирки каласа хăварнă, пĕр-пĕрин хушшинчи ĕçлĕ килĕшĕве сарасси çинчен калаçса килĕшни пирки пĕлтернĕ. Чăваш Енри предприятисем Раççей чукун çул валли пĕтĕмпе 12 млрд. тенкĕлĕх çулталăкне тавар вырнаçтарнине, малашлăхра çак кăтарту икĕ хут та нумайланма пултарассине каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем çак кунсенче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа Киров облаçĕнчен килсе кайнă делегаци пирки те сӳтсе явнă. Ун чухне сумлă делегацине Киров облаçĕн Правительствин Председателĕн çумĕ – юстици министрĕ Роман Береснев йĕркелесе пынă пулнă. Аса илтеретпĕр, Киров облаçĕнчен килнĕ сумлă делегаци Чăваш Енре ĕçлĕ визитпа икĕ кун хушши,  çу уйăхĕн 12-13-мĕш кунĕсенче иртнĕ.  Тепĕр ырă хыпар пирки те пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Раççей Федерацийĕн ют çĕршыв ĕçĕсен Министрĕ Сергей Лавров, 2017-мĕш çулта çуркунне хăйсен министерствинче Чăваш Республикипе паллаштаракан презентацине тăратма, калаçса килĕшнине каланă.  Шăпах та ун чухне, хăйне республика Пуçлăхне Михаил Игнатьева, мероприятие хутшăнма йыхравланă çырура Сергей Лавров.  Çырăва тĕпе хурса, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă мероприятине халех хатĕрленме пуçлама, хамăрăн региона кирлĕ пек çӳллĕ шайра кăтартса пама пĕлмеллине каласа хăварнă. Киров облаçĕн Губернаторĕ Никита Белых Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева вĕсен делегацине Чăваш Республикинче ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн тав тунă. Пĕр-пĕрин паха опычĕ малашнехи ĕçре тухăçлă ĕçлеме пулăшасса шанса каланă. Вăл çакăн пекех Чăваш Енри Экономика министерствине тата çак мероприятин йĕркелӳçисене пурне те ыйтусене татса пама оперативлă мерăсем йышăннăшăн ырласа çырнă хăйĕн тав çырăвĕнче.  Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  Раççейри регионсем хушшинчи çирĕп çыхăну, инвесторсене ытларах явăçтарма ирĕк панине уйрăммăн палăртса хăварнă, влаç органĕсенче тăрăшакансене Киров облаçĕнчи предприятисемпе организацисемпе малашне те тачă çыхăну тытса ĕçлеме сĕннĕ. Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. 



25 мая 2016
13:06
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter