Малтанхи сасăлав...

Çу уйăхĕн 22-мĕшĕ, “Единая Россия” партин малтанхи сасăлавĕн кунĕ, Чăваш Еншĕн чăнласах та пысăк уява çаврăнчĕ: шутлав участокĕсенче ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, концертсем пулчĕç, чылай çĕрте пĕчĕк ачасем валли вăйă кĕтесĕ йĕркелерĕç... Суйлавçăсем участоксене лайăх кăмăл-туйăмпа килни вĕсем пĕлĕшĕсене е кÿршисене курсан “Уяв ячĕпе!” тесе саламлани те çирĕплетрĕ. Çынсем малтанхи сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе РФ Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн кăçалхи авăн уйăхĕнче иртекен суйлавĕсене хутшăнакан кандидатсен списокне хатĕрленине пĕлни те палăрчĕ.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та мăшăрĕпе Лариса Юрьевнăпа тата ывăлĕпе Иванпа хăйсен суйлав участокне — Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменне — савăнăçлă кăмăлпа килчĕ. Бюллетень илес текен нумай пулнăран республика Пуçлăхĕн те черетре тăма тиврĕ, çак хушăра вăл çынсемпе калаçрĕ, вĕсен шухăш-кăмăлĕ пирки ыйтса пĕлчĕ. “Мана хула çыннисен хастарлăхĕ, вĕсем Раççей тата Чăваш Ен шăпи пирки шухăшлани, çĕршывпа республикăра обществăпа политика тăнăçлăхне сыхласа хăварас тени савăнтарать”, — терĕ Михаил Игнатьев журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май. Вăл малтанхи сасăлав депутат пулас текен кандидатсемшĕн те, суйлавçăсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Çак процедура халăха пулас депутатсен программипе çывăхрах паллашма, кандидатсене хăйсен округĕнчи чи çивĕч ыйтусене тĕплĕнрех тишкерме май панине пĕлтерчĕ. “Суйлавçăсем чи тивĕçлисемшĕн — сăмахпа шантарса мар, халăх ырлăхĕшĕн чăнласах та нумай ĕç тунисемшĕн — сасăласса шанатăп”, — пусăм туса каларĕ Михаил Васильевич.



25 мая 2016
14:50
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter