Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхсене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă

 


Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партийĕн Председателĕн Д.А.Медведевăн регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăхсене харпăрхăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.   Республикăри актуаллă ыйтусене татса парассипе çыхăннă пулăма «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партийĕн Председателĕн регионти уйрăмĕн обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи Николай Николаев хутшăннă. Шупашкарта пурăнакан Григорий Ефремов çуртсем таврашĕнче автомашинăсем лартмалли вырăнсем пирки ыйтăва хускатнă, таврана тирпей-илем кĕртесси те кун йĕркинчех пулнă унăн. Асăннă ыйтăва çĕкленĕ май, Михаил Игнатьев «Пĕрле пурăнмалла - пĕрле ĕçлемелле» халăх программи пурнăçа кĕрсе пыни пирки каласа кăтартнă, çак ĕç 5 çул хушшинче пурнăçланмаллине палăртнă. «Эпир хамăр шантарнă сăмахсене тытатпăр. Ачасене вылямалли ятарлă вырăнсем, çурран утмалли çулсене те тирпейлесе сарса пыратпăр», - тенĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. Шупашкарти  Пролетарский урамĕнчи 27-мĕш çурт тĕлĕнче ачасене вылямалли ятарлă вырăн хатĕрлеме, тавралăха тирпей-илем кӳртме пĕтĕмпе 3 млн. тенкĕ палăртнă. Ĕçсене авăн уйăхĕн тĕлне вĕçлеме тĕллев лартнă.      Çĕрпӳре пурăнакан Олеся Кузьмина микрорайонсене газификацилеме май пуррипе çукки пирки ыйтса пĕлме килнĕ Республика Пуçлăхĕ патне.  Сăмаха май, Михаил Игнатьева нумай ачаллă çемьесене пулăшу панăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Вĕсен çемьи тӳлевсĕр çĕр лаптăкĕ илнĕ, 2014-мĕш çулта икĕ хутлă çур лартнă, шыв та çутă та пĕтĕмпех кĕртнĕ. Вырăнти муниципалитет ертӳçи Александр Казаков Южнăй микрорайонта газ кĕртме проектпа смета ĕçне пĕтĕмпех йĕркене кĕртнине каланă. Михаил Игнатьев çĕнĕ районсенче газ кĕртес ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытма сĕннĕ, халăха активлă ĕçе хутшăнма каланă, 2017-мĕш çул пуçламĕш тĕлне ыйтăва пĕтĕмпех татса пама хушнă.   Тăвай районĕнче пурăнакан Евгений Дмитриев Михаил Игнатьева çитĕнекен ăру çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, центрта ача сачĕ хута яма витĕм кӳнĕшĕн ырланă, ăна паллах, йывăрлăх кăларса тăратакан çул сарас ыйту кăсăкланнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке «Аниш» -Нӳшкасси 11 çухрăм ытла çула сарма вăтамран 40 млн.тенкĕ кирлĕ пулассине каланă, кăçал вара çулсене юсама 3 млн. 700 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Хальхи вăхăтра ĕçе пурнăçлама конкурс палăртнине каланă вырăнти ертӳçĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2016-мĕш çулта республикăри çулсене тирпейлеме пурĕ 4 млрд. тенкĕ хывнине, малашлăхра кăтарту тата та ӳссе пырассине пĕлтернĕ.  Пăрачкав районĕнчи механизатор Сергей Лоскутов çурт тума субсиди илме çук-ши тесе ыйтнă регион Ертӳçинчен.   Вĕсем 20 çул ял хуçалăхра ĕçлеççĕ. Мăшăрĕ медицина пайĕнче вăй хурать.  Вĕсем çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе черетре темиçе çул та тăраççĕ ĕнтĕ. Хальлĕхе вĕсен çемьи ашшĕ-амăшăпе пурăнать. Çитес вăхăтра хăйсем тĕллĕн пурăнма çурт хăпартма шутланă. Ку ыйтăва татса пама кăштах та пулин пулăшу пулмĕ-ши тесе ыйтнă Сергей Лоскутов.  Республика Ертӳçи çитес вăхăтра асăннă çемьене федерацин программипе килĕшӳллĕн çурт лартма  социаллă пулăшу куçассине пĕлтернĕ.   Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Михаил Игнатьев çакнашкал тĕлпулусене ирттерни, халăха кăсăклантаракан ыйтусене туххăмрах татса пама май килнине каланă. «Пĕрлĕхлĕ Раççей» Партийĕн Председателĕн регионти обществăлла йышăну пӳлĕмĕн ертӳçи Николай Николаев хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмпе обществăлла йышăну пӳлĕмне кăçал халăхран 600 ыйту килнине пĕлтернĕ. Вĕсене татса парас пулсан, сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланать.   Чăваш Ен Пуçлăхĕ пур ыйтăва та çирĕп тĕрĕслевре тытнине каланă Николай Николаев. Тĕплĕнрех



26 мая 2016
11:01
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter