Паян Правительство çуртĕнче Абхази Республикипе Чăваш Енĕн ĕçлĕ çĕнĕ çыхăнăвĕсене сӳтсе явнă

 


Паян Правительство çуртĕнче Абхази Республикипе Чăваш Енĕн ĕçлĕ çĕнĕ çыхăнăвĕсене сӳтсе явнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацинчи Абхази Республикин  Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Игорь Ахбапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.    Канашлăва Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Инна Антонова,  Чулхулари Раççей МИД Правительствин Шупашкарти уйрăмĕн ертӳçи Александр Погодейкин хутшăннă. Сумлă хăнана Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев региона килнĕшĕн тав тунă. «Сирĕн визит икĕ республика хушшинчи ĕçлĕ çыхăнăва анлăлатма, тухăçлă ĕçлеме витĕм кӳрет», - тенĕ вăл, пĕлтĕрхи çулăн ĕç кăтартăвĕсемпе танлаштарсан, кăçал Чăваш Енпе Абхази хушшинчи суту-илӳ пайĕ 5,5 хут ӳснине каланă, ытларах таварсене «ТД «Акконд» ТМЯО, НПО «Электрокомплект» ТМЯО тăратнине пĕлтернĕ. «Пирĕн тĕллев – пĕр-пĕрин хушшинчи çыхăнăва анлăрах сарма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси», - тенĕ сăмаха малалла тăснă май. Игорь Ахба, Абхази Республикин Президенчĕ Рауля Хаджимба ячĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхне хăйсем патне пымалли йыхрав хутне панă.  Игорь Ахба Чăваш Ен ертӳлĕхне ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă, Раççей, чăннипех те вĕсемшĕн, чи çывăх партнерсем пулнине асăннă. Вĕсен республикинче паянхи куна  экономикăна, туризма, ял хуçалăхне, транспорта аталантарассипе пысăк ĕçсем пынине пĕлтернĕ. Çулсерен республикăна 1 млн. яхăн туристсем курма пынине асăннă, ытларахăшĕ вара Раççей гражданĕсем пулнине каланă.  Чăваш Ен вĕсемшĕн юлташла республика пулнине, хăйсене аталанса пыма витĕм кӳнине палăртнă, чĕререн тав тунă.  «Калас пулсан, паянхи тапхăрта республикăра ял хуçалăх аван аталанса пырать. Çулталăкне çимĕçе, çанталăк условийĕсем лайăххине кура,  2-3 хут та пухса илме пулать. Киви ятлă çимĕçе ăнăçлă туса илетпĕр. Мăйăр, апельсин, пахча-çимĕç туллиех. Раççей регионĕсемпе килĕшсе ĕçлемелли хутсене те сахал мар алă пусса çирĕплетнĕ», - тесе каланă сумлă хăна хăйĕн сăмахĕнче. Чăваш Енпе çыхăнса ĕçлес пулсан, ытларах ял хуçалăх, промышленноç, туризм енĕпе тăрăшмаллине асăннă. Республика çакăн пекех электротехника енĕпе те тивĕçлĕ шайра ĕçлесе пынине палăртса хăварнă, çитес вăхăтра  пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хучĕсене те çирĕплетме май пуррине палăртнă.  Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Игорь Ахба пуласлăхра экономика, культура, социаллă пайпа, ял хуçалăхĕпе килĕшсе ĕçлессине çирĕплетсе каланă. Хăнана Чăваш Енри артистсене хапăл туса кĕтнине пĕлтернĕ. «Çак тĕлпулу икĕ республика хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме витĕм кӳрет,  туслăха та эпир яланах упратпăр.  Раççей Президенчĕ пире аталанса пыма сахал мар тĕрлĕ çĕнĕ майсем тупса парать, ытти патшалăхсемпе килĕшĕве тытса пыма пулăшать», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетнĕ май Михаил Игнатьев.  Тĕплĕнрех



26 мая 2016
13:58
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter