Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗ ячӗпе саламлани

Чӑваш Енӗн хисеплӗ предпринимателӗсем!

Сире Раҫҫей предпринимательлӗх кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Ҫак кун пуҫаруллӑ та ҫаврӑнӑҫуллӑ, хастар чунлӑ та яваплӑ, те­­вет­кел­­лӗхрен хӑраман, хӑйӗн ӗҫне йӗркелесе яма, хӑ­юллӑ шухӑшсемпе проек­т­сене пурнӑҫа кӗртме пултарнӑ ҫынсен уявӗ шутланать.  

Ку чухнехи производствӑсем уҫса, хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесе тата бюджета налуксем хывса, халӑха кирлӗ таварсемпе тата пулӑшу ӗҫӗ­сем­пе вӑ­хӑтра тивӗҫтерсе эсир республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин ата­ла­нӑ­в­­­не питех те паха тӳпе хыватӑр. Сирӗн ӗҫӗр, ӗҫе йӗркелес тӗлӗшпе па­лӑ­ра­кан ӑс­та­лӑхӑр, хӑ­вӑр ҫине яваплӑх илме пӗлни хисепе тата пулӑшӑва тивӗҫ.            

Предпринимательлӗхе малалла аталанма лайӑх майсем туса парасси пат­шалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑрать. Предпринимате­ль­­сене укҫа-тенкӗпе пурлӑх, йӗркелӳпе консультаци тата право пулӑшӑвӗпе тивӗҫтеретпӗр. Юлашки виҫӗ ҫулта кӑна пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшма, ҫам­рӑк та ҫирӗп тӗллевлӗ ҫынсене хавхалантарма 1,5 миллиард ытла ук­ҫа-тенкӗ уйӑр­нӑ. Вак тата вӑтам предп­ри­ниматель­лӗхӗн 22 пине яхӑн субъекчӗ пат­ша­лӑх кӳ­ре­кен пулӑшӑвӑн тӗрлӗ майӗпе усӑ курнӑ, 3,5 пин ӗҫ вы­рӑнӗ йӗр­ке­ленӗ.

Республикӑра тин кӑна шута илнӗ предпринимательсем валли налук ҫӑ­мӑллӑхӗсем – 2 ҫуллӑх «налук канику­лӗсем» – палӑртнӑ. Инно­ва­ци­л­­лӗ пы­сӑк ин­вестици проекчӗсене пурнӑҫлама ҫӗр лаптӑкӗсене аукционсем ирттер­ме­сӗ­рех уйӑрса паратпӑр. 

Тӗллевлӗн тытса пыракан патшалӑх политикин витӗмне пула пӗчӗк тата вӑтам предприятисем туса кӑларакан продукци тӳ­пи палӑрмаллах пысӑк­лан­чӗ.

Эпӗ сире республика экономикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, со­ци­аллӑ тӗллевлӗ бизнеса тивӗҫлӗн тытса пынӑшӑн тав тӑватӑп.

Сире сывлӑхпа телей, ҫирӗплӗх тата ӑнӑҫулӑх сунатӑп.

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ              Михаил Игнатьев 

 



26 мая 2016
16:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter