Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене Химиксен кунĕпе ăшшăн саламланă

Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  «Химпром» организацине  тата  Çĕнĕ Шупашкарта пурăнакансене Химиксен кунĕпе  ăшшăн саламланă. Заводра ĕçлекен темиçе те пин çынна кăтартуллă ĕçлесе пыма сĕннĕ, команда йышне упраса малалла ăнтăлма каланă. «Сирĕн çитĕнĕвĕрсемпе мухтанатăп.  Республикăра влаç тытăмĕнче тăрăшакансем регионта бизнеса вăй  илтерме, производствăна çĕнетсе пыма кирлĕ пек условисем йĕркелесе парать», - тесе каланă Михаил Игнатьев,  - паян Химпром пурнăçлакан ĕç кăтартăвĕ савăнтарать, - тенĕ.   Уйрăмах ĕç ветеранĕсене ырăпа палăртнă Михаил Игнатьев.  «Эсир, Химпрмпа пĕрле хулана та çĕкленĕ. Ветерансем тивĕçлĕ ăру çитĕнтернĕ.  Паян çак предприятире ĕçлекенсем пысăк çитĕнӳсемпе палăраççĕ, хими промышленноçне аталантараççĕ. Чи пахи вара, Раççей тулашĕнче те завод калăплакан таварсене ыйтни», - тенĕ калаçăва малалла тăсса.  «Савăнтарать, паллах, завода ĕçлеме килес текенсем çамрăксем пурри.  Хулана аталантарма пысăк инвестицисем хурăннине асăннă Михаил Игнатьев. «Спорт объекчĕсене тăтăшах хута яратпăр, культура вăй илсе пырать, çуртсем таврашĕнче те тирпейлĕх хуçалантăр тесе сахал мар ĕçлетпĕр», - тенĕ Михаил Игнатьев. Яланхиллех, ĕçре хастаррисене, çитĕнӳсемпе палăрнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă. Уява пухăннисене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов саламланă. Çак кун ĕç династийĕ конкурс çĕнтерӳçисене те палăртнă.  Мероприяти пысăк концертпа вĕçленнĕ.         

 

 

 



27 мая 2016
00:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter