Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççейри предпринимательсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççейри предпринимательсен кунне халалласа ирттернĕ савăнăçлă уява хутшăннă. Паллă пулăма Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарьĕ Николай Малов, Чăваш Енри предпринимательсен прависене хӳтĕлекен уполномоченнăй Владимир Иванов, Чăваш Республикинчи суту-илӳ промышленноç палатин президенчĕ Игорь Кустарин, Шупашкар хула депутачĕсен Пухăвĕн председателĕн çумĕ Ирина Клементьева, республикăра влаç органĕсенче ĕçлекен ертӳçĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакан пуçлăхсем, вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕнче ĕçлекен ертӳçĕсем хутшăннă.  Чи малтанах уявăн торжествăлла пайĕ пуçланиччен, Михаил Игнатьев регионти предпринимательсен куравĕсене пăхса çаврăннă.  Пухăннă ентешсене саламланă май, республика Ертӳçи Михаил Игнатьев çак уяв пĕлтĕрхи çул ĕç кăтартăвĕсене тишкерме май панине, малашлăхри тĕллевсене палăртма, пултаруллисене чыслама ирĕк панине асăннă. Паянхи пурнăçра предпринимательсем производствӑсем уҫса, хушма ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелесе тата бюджета налуксем хывса, халӑха кирлӗ таварсемпе тата пулӑшу ӗҫӗсемпе вӑхӑтра тивӗҫтерсе республикӑн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин аталанӑвне питех те паха тӳпе хывнине уйрăммăн ырласа каланă. Предпринимательлӗхе малалла аталанма лайӑх майсем туса парасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри пулса тӑнине, предпринимательсене укҫа-тенкӗпе пурлӑх, йӗркелӳпе консультаци тата право пулӑшӑвӗпе тивӗҫтернине каланă. Çу уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Раççей чукун çулĕсем" АУО президенчĕпе Олег Белозеровпа курнăçнă. Ĕçлĕ тĕлпулура Чăваш Енри предприятисем РЖД валли туса кăларакан продукци номенклатурине анлăлатассине, çавăн пекех пирĕн предприятисемпе организацисем пысăк хăвăртлăхлă Мускав-Хусан магистраль строительствин инвестици проектне хутшăнассипе çыхăннă майсене сӳтсе явнине тепĕр хут аса илсе хăварнă. Асăннă магистраль строительстви экономикăн тĕрлĕ отраслĕнче  темиçе пин те ытла ĕç вырăнĕ йĕркелеме, çĕнĕ производствăсем уçма, ĕçлекеннисене саккассемпе тивĕçтерме пулăшмашкăн пултарать. Çавна май çĕнĕ технологисем аталанĕç, инновацие тĕпе хуракан продукци кăларасси вăй илĕ. Çаксем пирки те Михаил Игнатьев чарăнсах тепĕр хут каласа хăварнă. Чăваш Республикине Раç­çейри «Япони бизнес клубĕ» коммерциллĕ мар ятарлă корпорацин представительствинче презентациленин кăтартăвĕсем çинчен палăртса хăварнă. Сăмаха май, çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче Абхази Республикипе Чăваш Енĕн ĕçлĕ çĕнĕ çыхăнăвĕсене сӳтсе явнине, Раççей Федерацинчи Абхази Республикин  Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Игорь Ахбапа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернине те асăннă. «Эпир предпринимательсене аталанса пыма пур условисем те çителĕклĕ пулччĕрн тесе тăрăшатпăр. Пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – халăх пурнăçĕн условийĕн шайне ӳстерсе пырасси», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.   Республикăра социаллă пай курăмлă вăй илсе пырать, çуртсем таврашĕнче илемлĕх, тирпейлĕх хуçаланать, çулсем кулленех хута каяççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама кашни çул республика хыснинчен сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланнине палăртнă регион Ертӳçи Михаил Игнатьев.  Паянхи предпринимательсем умне çĕнĕ тĕллевсем тухса тăраççĕ. Культура, вĕренӳ, агробизнес вăй илсе пырать. Чăваш Республикин экономика министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Антонова юлашки виҫӗ ҫулта кӑна пӗчӗк тата вӑтам бизнеса пулӑшма, ҫамрӑк та ҫирӗп тӗллевлӗ ҫынсене хавхалантарма 1,5 миллиард ытла укҫа-тенкӗ патшалăх уйӑрнине, вак тата вӑтам предпринимательлӗхӗн 22 пине яхӑн субъекчӗ патшалӑх кӳрекен пулӑшӑвӑн тӗрлӗ майӗпе усӑ курнине, 3,5 пин ӗҫ вырӑнӗ йӗркеленнине асăннă. Республикӑра тин кӑна шута илнӗ предпринимательсем валли налук ҫӑмӑллӑхӗсем – 2 ҫуллӑх «налук каникулӗсем» – палӑртнине пĕлтернĕ. Инновациллӗ пысӑк инвестици проекчӗсене пурнӑҫлама ҫӗр лаптӑкӗсене аукционсем ирттермесӗрех уйӑрса парасси пирки те ырă хыпара каланă.  Тӗллевлӗн тытса пыракан патшалӑх политикин витӗмне пула пӗчӗк тата вӑтам предприятисем туса кӑларакан продукци тӳпи палӑрмаллах пысӑкланнине палăртнă. Уява пухăннисене республика экономикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, социаллӑ тӗллевлӗ бизнеса тивӗҫлӗн тытса пынӑшӑн тав тунă. Ĕçре палăрнă предпринимательсене уявра ертӳçĕсем Правительство наградисемпе чысланă.

 



27 мая 2016
11:04
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter