Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕçтерессипе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикинче право йĕркипе тивĕçтерессипе ĕçлекен Координаци канашĕн ларăвне ирттернĕ. Преступлени рецидивне чакарса пырассипе тăрăшакан влаç органĕсенчи ертӳçĕсене пурне те тав сăмахĕсем каланă.  Преступлени тунă хыççăн çийĕнчех тепĕр йĕрке пăсассинчен асăрханса граждансене çирĕп тĕрĕслевре тытнин ĕç кăтартăвĕ курăмлă, вăй ведомствисем хăйсене шанса панă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлани куçкĕретех.   Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра кăçал кăрлач уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕччен судпа айăпланса,  хупса усрамалли вырăнтан тухнă 125 çын ĕç шыраса пынă, вĕсенчен 45-шне ĕç панă.  Вĕсене чи малтанах пурнăç условийĕсемпе паллаштариччен, пур влаçри ертӳçĕсемпе те, обществăлла организацисемпе те тачă çыхăну тытмаллине асăрхаттарнă республика Ертӳçи Михаил Игнатьев.  Пысăк предприятисем налуксем тӳлени пирки ыйтăва хускатнă май, пĕтĕмпе 2016-мĕш çулта кăрлач уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕ таран вĕсем бюджета 3 млрд 106,1 млн. тенкĕ хывнине пĕлтернĕ ертӳçĕсем. Республикăри пысăк организацисемпе предприятисен ертӳçисене хăйсен тивĕçне тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ырласа тав сăмахĕсем каланă. Пур-пĕрех налук тӳлемен предприятисемпе организацисем те юлнă-ха, вĕсен парăмĕ  1 млрд 113 млн. тенкĕпе танлашать. «Енчен те вĕсем налуксене вăхăтра куçарса панă пулсан, халăхăн пурнăç условийĕн шайне ӳстерме, социаллă сферăна та вăйлăрах вăй илтерсе пыма меллĕ пулнă пулĕччĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев.  Республикăри Налук служби парăм пур кашни предпринимательпе уйрăммăн ĕçлет, предприятисем панкрута ан тухччăр тесе, вĕсене парăма тапхăр, тапхăрăн парса татма та ирĕк панине каланă республика Ертӳçи.  Чăваш Енри шалти ĕçсен министерствинче тăрăшакан Валерий Жуковец пĕлтернĕ тăрăх, пĕр çын темиçе хут та йĕрке пăснă тĕслĕхсем шучĕ самай чакнине çирĕплетсе панă. Апла пулсан, ыйту çирĕп тĕрĕслевре тăни паллă.  Федерацин айăплав пурнăçлав службин  Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Александр Робота хăйĕн сăмахĕнче йĕркене пăсакансенчен чылайăшĕ ниçта та маларах ĕçлеменнине, шăпах та вĕсем иккĕмĕш хут йĕркене пăснин тĕслĕхĕн сăлтавĕ пулса тăнине каланă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев асăннă категорири граждансемпе асăрхануллă пулмаллине, май кирлĕ таран тимлĕх уйăрмаллине асăннă.  Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ертӳçи Марина Петрова налуксемпе çыхăннă ыйтусем тавра калаçнă, бюджета чи нумай налук хываканнисене палăртнă. Вĕсем: «АККОНД» АО, «ЭЛАРА» АУО, «КАФ» АУО, «ШЗСА» АУО.  Тĕплĕнрех

 

 



27 мая 2016
15:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter