Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕ» патшалăхăн вĕренӳ учрежденийĕнче ăс пухакан студентсемпе тата унта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă

Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Чăваш патшалăх культура тата искусство институчĕ» патшалăхăн вĕренӳ учрежденийĕнче ăс пухакан студентсемпе тата унта ĕçлекенсемпе тĕл пулнă. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕпе пĕрле Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан  Константин Яковлев хутшăннă.  Культура институчĕн ректорĕ Наталья Баскакова учрежденире пĕтĕмпе студентсене 13 тĕрлĕ специальноçе вĕрентнине пĕлтернĕ. Пурĕ 2015/2016-мĕш çулсенче институтра вĕренекен 90 студент Раççей, регион шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса çĕнтерӳçĕ ята çĕнсе илнине пĕлтернĕ. Культура пайĕнче тăрăшма 15 çул хушшинче сахал мар ятарлă специалистсене вĕренсе кăларнине асăннă, чи пахи вара, çак учрежденирен вĕренсе тухакансенчен 90 проценчĕ ĕçе вырнаçни.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче Культура институчĕ чи çамрăк вĕренӳ учрежденийĕ пулнине, паянхи пурнăç таппинче кунта вĕренсе тухакан специалистсем çав тери кирлине палăртнă, ăста специалистсене хатĕрлесе кăларнине асăннă.   Калас пулсан, паянхи пурнăç çăмăлах мар пулин те, пур-пĕрех культура институтне укçа-тенкĕ енчен витĕм кӳресси чакман. «Эпир, эсир тăрăшса ĕçленине туятпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев, аслă шкулăн ĕçне пысăка хурса хакланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков Михаил Игнатьева культурăна пысăк тимлĕх уйăрнăшăн тав тунă, сăмаха май, вăл аслă шкулăн çитĕнĕвĕсем пирки чарăнса тăнă, пуласлăхра музей уçăлассине пĕлтернĕ, ытти республикăсемпе тачă çыхăнса ĕçлеме килĕшӳсем те тунине асăннă.   Иккĕмĕш курсра вĕренекен Сергей Пигачев институтра кĕвĕ хатĕрĕсем çителĕксĕр пулнине асăннă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки каласа кăтартнă.  Кăçал республикăра виçĕ культура учрежденийĕ хута каяссине, ялсенчи шкулсенче 100 спорт залне тĕпрен юсама палăртнине каланă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн членĕ Ольга Денисова çапла каланă: «Хăй вăхăтĕнче çак асăннă культура институтне хупасси пирки те сăмах çӳреччĕ, анчах та Эсир пире ăнлантăр, йывăр вăхăтра алă патăр. Кунта пĕтĕмпех чăвашсен йăли-йĕрки, йăх-несĕлсен тымарĕ. Культурăна ăна чĕрепе çеç туйма пулать. Чи пахи вара, республика Ертӳçи çакна пĕтĕмпех ăнланни пире хавхалантарать. Паян та, Эсир ячĕшĕн çеç килмен пирĕн пата, чĕрепе туятăр, культурăшăн тăрăшатăр», - тенĕ вăл.   Калас пулсан, ыйтусем те çук мар, паянхи эстрадăн культура шайне çĕклемелле.  Ку ĕçре шăпах та, культура институчĕн тӳпи пысăк пулмаллине асăннă ертӳçĕсем. Тĕлпулу вăхăтĕнче регионти туризма аталантарассипе ĕçлемеллине ытти ыйтусене те пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă. Тĕплĕнрех



27 мая 2016
09:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter