Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ДорТехИнвест» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Андрей Струковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «ДорТехИнвест» ТМЯО генеральнăй директорĕпе Андрей Струковпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Калаçăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Михаил Резников, Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов хутшăннă.   Ертӳçĕсем çулсем сарнă ĕçре çĕнĕ пысăк технологисене пурнăçа кĕртсе пырас ыйтусене сӳтсе явнă.  «ДорТехИнвест» ТМЯО генеральнăй директорĕ Андрей Струков 13 çул хушши вĕсен организацийĕ çул-йĕр пайĕнче çĕнĕ технологиллĕ хатĕрсене кулленех пурнăçа кĕртсе пырассипе тăрăшнине пĕлтернĕ. «Пирĕн таварсемпе, технологипе Раççейри хăш-пĕр регионсенче усă кураççĕ. Шартлама сивĕ çанталăкра автомашина çулĕсем юрăхсăра ан тухччĕр тесе, ятарлă технологи йĕркеленĕ. Хаклă мар тата çитменнине тухăçлă», - тесе ырă хыпара каланă ертӳçĕ.  Транспортпа çыхăннă ыйтусене нумаях пулмасть, Раççей Федерацийĕн транспорт Министрĕпе Максим Соколовпа пăхса тухнине аса илсе хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, паянхи калаçури сĕнӳсене шута илессине палăртнă. «Пирĕн  ĕçлĕ тĕлпулу çул-йĕр строительствин ĕçне хушма хăват парассине шанатпăр.  Çулсен пахалăхĕ çинчен калакан ыйту яланах актуаллă, кун йĕркинче тăрать», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  



27 мая 2016
13:41
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter