Чăваш Республики Пуçлăхĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлакан канаш ларăвне ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçлакан канаш ларăвне ирттернĕ. Ĕçе пухăннисем демографи лару-тăрăвне, вĕрентӳ пахалăх шайне ӳстерессине, инфратытăма аталантарассине, çыхăнăва сарассине тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене сӳтсе явнă. Кун йĕркинчи тĕп ыйтупа Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов калаçнă. Яла аталантарса пырас ыйту патшалăх политикин чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă. Паянхи пурнăçра ялта республикăра пурăнакансенчен 38,7 проценчĕ шутланнине пĕлтернĕ. Ял пурнăçне лайăхлатса кирлĕ пек условисем йĕркелесе панине кура, республикăра çын çураласлăхĕн кăтартăвĕ çулран çул ӳссе пынине палăртнă, çитĕнӳ шăпах та ялти пурнăç хуларинчен нимĕнпе те улшăнса тăманнине çирĕплетсе панине каланă. Ялсен сăн-сăпачĕ ырă енне улшăнса пырать, инфратытăм вăй илет.  Юлашки  икĕ çулта республика бюджетĕнчен çак ĕçсене пурнăçлама 2,6 млрд. тенкĕ тăкакланине асăннă.   Ялсенче çĕнĕ шкулсем, ФАПсем, спорт сооруженийĕсем  тата ытти объектсем тăтăшах хута кайнă.  Пĕр сăмахпа каласан, ялта уçă сывлăш, пурăнма условисем çителĕклĕ, халăх валли ĕç те пур.  Пысăк технологиллĕ хатĕрсене производствăра тĕпе хурса ĕçленине кура, ял хуçалăх таварĕсене туса илессин калăпăшĕ куç кĕретех ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. 2003-мĕш çултан пуçласа пĕтĕмпе ялсенче 28 шкул çĕклесе лартнă. Малашлăхра, 2016-2025-мĕш çулсенче тата та 16 шкул хăпартса лартма тĕллев лартнă.  Юлашки икĕ çул çурă хушшинче пурĕ регионта 100 ФАП уçнă. Çитес виçĕ çулта тата та 50 ФАП хăпартса лартма тĕллев лартнă. Регионта туризм вăй илет. Йĕпреçре, Красноармейскинче, Шупашкар районĕнче, Ельчĕкре, Тăвайĕнче сахал мар объектсем çынсене кăсăклантараççĕ. Калăпăр, Шăмăршăра экологи енĕпе туризм анлăн сарăлнă. Сĕнтĕрвăрринче аграри енĕпе курăмлă ĕçлени никамшăн та вăрттăнлăх мар, Етĕрнере, Канашпа Елчĕк районĕсенче те туризм аталанать. Татса паман ыйтусем те çук мар, кун пирки министр тĕплĕнрех чарăнса тăнă. Ĕçлекен халăха ялсенче упраса хăварас ыйту та кун йĕркинчех пулнине палăртнă Сергей Артамонов. Патшалăх енчен те пулăшусем çук мар паллах, çулсерен тĕрлĕ пулăшусемпе ял халăхне тивĕçтерет. Михаил Игнатьев ял хуçалăх пайĕнче ĕçлекенсем патне ытларах тимлĕх уйăрмаллине каланă. 

 Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев ялта пурăнакан 140 пин çын патшалăхăн тĕрлĕ пулăшăвĕсене илнине пĕлтернĕ. Ĕçсĕррисен шутне ялтисемпе хуларисенне танлаштарсан, сахалтарах пулнине асăннă. Апла пулсан, паян ялти халăх ĕçсĕр лармасть.  Чăваш Республикин строительство министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Безруков ялсенче инфратытăма аталантарассипе çыхăннă самантсем пирки каласа кăтартнă. Халăха пахалăхлă шывпа тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Районсемпе хуласенчи çăлкуçсене тирпейлесе тăмаллине, кашни объект шутра пулмаллине çирĕп асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин çул-йĕр тата транспорт хуçалăхĕн министрĕ Владимир Доброхотов ялсенчи çулсем пирки каласа хăварнă. 2015-мĕш çулта 90 объект ĕçне тытăннине, кулленех ыйтăва çирĕп тĕрĕслеве илнине, автомашина çулĕсене вăхăтрах тирпейлесе пынине, вĕсене валли çителĕклĕ укçа-тенкĕ пăхса хăварнине каланă.  Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов Интернет çыхăнăвĕ тата ытти телекурав ыйтăвĕсем пирки чарăнса тăнă, республикăра 42 çыхăну объекчĕсене хута яма, регионти 99,45 процент таран халăха кирлĕ пек пулăшусемпе тивĕçтерме палăртса хунине пĕлтернĕ министр.

  Халăха пахалăхлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерес ыйтусемпе Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова тĕплĕн калаçнă. Халăх нумай çул пурăнни савăнтарать, 100 çултан та иртсе каякансен шучĕ çулран çул ӳссе пырать. Медицина пайĕнче тăрăшакансен ĕç укçин шайĕ хăпарса пыни те пуриншĕн те паха. Чăваш Енре ачасене пахалăхлă вĕрентӳпе тивĕçтерессипе çыхăннă самантсем пирки Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене  вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова каласа кăтартнă.  Ача сачĕсем, шкулсем республикăра тăтăшах хута каяççĕ, шкулти вĕрентӳ хатĕрĕсем те пуянланса пыраççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн пĕтĕмлетĕвĕнче, приоритетлă наци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пынине кура, халăхăн пурнăç условийĕн шайĕ ӳснине каланă, çĕршыв ертӳлĕхĕ лартнă тĕллевсене те вăхăтра пурнăçланине асăннă.  Тĕплĕнрех



27 мая 2016
08:08
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter