Комсомольскинчи "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче вăрçă инваличĕсемпе вĕсен çемйисен "ВоИн-Спорт-2016" республикăри спартакиади пулнă

"Çарта çуралнă туслăх - чи çирĕппи" теççĕ арçынсем. Çак шухăша хирĕçлеме май çук, мĕншĕн тесен арçынсем салтакран килсен те пĕр-пĕринпе çыхăну çухатмаççĕ, çемйисемпе те туслашаççĕ. Ку кăна та мар, вăл е ку вырăнта пĕрле службăра пулнисен обществăлла пĕрлешĕвĕсене йĕркелесси юлашки вăхăтшăн çĕнĕлĕх мар. Акă, Афганистан çĕрĕнче хĕсметре пулнисенех илер. Вĕсен республикăри пĕрлешĕвĕ 25 çул каялла çуралнă. Афган вут-çулăмĕ витĕр тухнисем уявсенче çеç мар, спорт мероприятийĕсенче те час-часах тĕл пулаççĕ. Çакнашкал черетлĕ тĕлпулу майăн 28-мĕшĕнче иртрĕ, çав кун Комсомольскинчи "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче вăрçă инваличĕсемпе вĕсен çемйисен "ВоИн-Спорт-2016" республикăри спартакиади пулчĕ.

Воин-интернационалистсене саламлама район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Ульдина, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Николай Малов тата ыттисем саламларĕç. Афган вăрçин инваличĕсен тата çарта сусăрланнисен Чăваш Енри организацийĕн правленийĕн ертỹçи Геннадий Матвеев обществăлла ĕçре хастаррисене Хисеп тата Тав хучĕсемпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕ.

Малалла спорт ăмăртăвĕсем пуçланчĕç. Тĕрлĕ районсенчен килнĕ командăсем спортăн вунвиçĕ тĕсĕнче вăй виçрĕç. Эпир хăнăхнă волейбол, дартс , шашка вăййисемпе пĕрлех хальччен илтмен новус, бочча, джакколо, шаффлборд ятлисене те программăн кĕртнĕ. Ăмăртусене афганецсемпе инвалидсен çемйисем, мăнукĕсем те хутшăнма пултарчĕç. Командăсем тата уйрăм çынсем хушшинче мала тухассишĕн те тупăшусем хĕрỹ пычĕç. Инвалид коляскисемпе килнисем те хастар хутшăнчĕç ăмăртусене, çакăнпа нимле сусăрлăх та, чир-чĕр те вĕсен вăй-хăватне хуçайманнине çирĕплетсе пачĕç.

Тĕплĕнрех

 



30 мая 2016
15:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter