Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль вӗҫленнӗ, çӗнтерӳҫӗсене Чӑваш патшалӑх филармони залӗнче чысланӑ

 


Çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче Пĕтĕм тĕнчери IX кинофестиваль çĕнтерӳçисене хаваслă пулăмра чысланă. Уява пухăннисене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев саламланă. Паян халăх кинопа кăсăкланнине, ирхине те кинона çынсем йышлăн çӳренине палăртнă республика Ертӳçи. «Шупашкарта кинофестиваль ултă кун хушши халăха савăнтарчĕ. Хăнасене пирĕн тăрăха килме кăмăл тунăшăн тав тăватăп.  Паян эпир, чăннипех те, мухтанма пултаратпăр, тĕнчипе паллă ют çĕршывсенче те вĕсен ячĕпе ырăпа сарăлнă артистсем  Чăваш Енре пулнишĕн. Кино пире культурăна, йăла-йĕркене тытса пыма пулăшать», - тенĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  Вунă пин ытла çын кинофестивале хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă, пурĕ 52 фильм курнă, вĕсенчен 8-шĕ Чăваш Енрисем. Палăртса хăвармалла, киносене республикăра анчах мар, районсемпе хуласенче те халăх патне илсе çитернĕ. Çынсем Вăрмарта, Сосновкăра, Çĕмĕрлере, Куславккара тата ытти çĕрте курнă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă парнине «Побег из Москвабада» фильм çĕнсе илнĕ. Унăн режиссерĕ Дарья Полторацкая. Кино лартакан, картина операторĕ Сергей Дадурян хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Пирĕн тĕп çитĕнӳ - халăх йышлăн çӳрени, пире юратни», - тенĕ вăл.   Раççей Президенчĕ кăçал Кино çулталăкĕ тесе палăртнă, ăна тĕпе хурса Чăваш Республикинче те сахал мар мероприяти йĕркелесе ирттерме тĕллев лартнине пĕлтернĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Енре çĕнĕрен те çĕнĕ кинозалсем хута каяççĕ. Конкурс ĕçне  пĕтĕмпе 19 фильм тăратнă. «Чи лайӑх сценарий» номинацире Олег Хамоков (Кабаржа-Балкар Республики, «Армия» фильм) тивӗҫнӗ. «Чи лайӑх режиссура» номинацире «Суицид» фильмӑн режиссерӗ Шеннадий Алхимов ҫӗнтернӗ. «Чи лайӑх фильм» — «Февраль» (Чечня Республики, режиссерӗ Руслав Магомедов). Куракансем Александр Прошкинӑн «Охрана» фильмне килӗштернӗ. Чи лайӑх оператор — Михаил Кардашевский (Якут Республики, «Заблужившиеся»). Юрий Спиридонова Чӑваш наци кинематографӗн аталанӑвне хастар хутшӑннӑшӑн чысланӑ. Иккӗмӗш планри чи лайӑх роле Ольга Озоллапиня вылянӑ. «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» — Ярослав Жалнин («Трагедия в бухте Роджерс»). «Хӗрарӑм рольне чи лайӑх калӑплакан – Мария Коровина («Охрана»). Чи лайӑх оператор — Шандору Беркеши («Ангелы революции»). Илемлӗ фильмӑн чи лайӑх сценарийӗ — «Побег из Москвабада». Элла Манжеевӑна чи лайӑх режиссура ӗҫӗшӗн палӑртнӑ. Гран-прие «Тряпичный союз» фильм тивӗҫнӗ. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн ятарлӑ парнине «Побег из Москвабада» фильм тивӗҫнӗ Раççейри çичĕ регионтан артиситсем хăйсен ăсталăхне кăтартса панă. Жюри председателĕ Эльга Лындина хăйĕн сăмахĕнче, вăл пуçласа Шупашкарта пулнине пĕлтернĕ. «Пирĕн асра кино курма юратакансем йышлăн пулнипе кĕрсе юлчĕ.  Регионсенче кино ячĕшĕн çеç мар, ыттисемшĕн тĕслĕх пулса курăмлăн аталаннине курса ĕнентĕмĕр», - тенĕ сумлă хăна.  Шупашкара кинофестивале пухăннисем Чăваш Республикин Пуçлăхне çакăн пек пысăк витĕм кӳнĕшĕн, йĕркелӳçĕсене пысăк шайра мероприятисене хатĕрленĕшĕн, мĕнпур Чăваш Ен çыннисене пурне те ăшшăн кĕтсе илнĕшĕн чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каланă.  Мероприяти уяв концерчĕпе вĕçленнĕ.



30 мая 2016
10:35
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter