Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионсем хушшинчи наукăпа практика конференци ĕçне хутшăннă

 


Çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев халăх сывлăхĕпе çыхăннă регионсем хушшинчи наукăпа практика конференци ĕçне хутшăннă. Чи малтанах канашлăва пуçличчен, Михаил Игнатьев конференцине килнĕ хăнасемпе тĕл пулнă. Раççей тата тĕнче шайĕнче паллă медицина ĕçченĕсем, пирĕн тăрăхра медицина пайĕ çӳллĕ шайра аталанса пынине каланă. Лейла Адамян хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики ытти регионсемшĕн перинатальнăй медицинăна аталантарса пырассипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулнине каланă.   «Эпĕ хампа пĕрле ассистентсене, реаниматологсене илсе килменни сайра хутра пулать. Ытти регионсенче пулнă чухне эпĕ çак специалистсене хамран хăварман», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май.  Чăваш Енре енчен те ачасем пĕчĕк виçепе çуралнă пулсан, вĕсене вăхăтра реабилитаци тунине, май килнĕ таран пысăк медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине асăннă  Николай Володин сумлă хăна, Чăваш Енри паха специалистсен пĕлĕвĕ Раççей шайĕнче те регионсемшĕн питĕ вырăнлă пулнине асăннă.  Чăваш Республикинче тин çеç кун çути курнă пепкесем вилеслĕхĕ пачах та çук тесен те йăнăш мар.  Республикăра тăваттăмĕш çул ача çурлаласлăхĕн шучĕ, нумай çул пурăнакансен йышĕ çулран çул ӳссе пырать. Ку та питĕ лайăх кăтарту ытти регионсемшĕн. Çынсен чирĕсем вăраха каяссинчен асăрханса медицина пайĕ сахал мар тăрăшать, кирлĕ пек медицина пулăшăвĕпе çынсене тивĕçтерет. Чăваш Енри тепĕр ырă тĕслĕх пирки те чарăнса тăнă Михаил Игнатьев. Тăлăха юлнă ачасене çемьесем усрава илни паха. Халăх пĕр-пĕрин патне питĕ тимлĕн пăхать. Кăçал 2016-мĕш çулта Президентăн перинаталь центрне 15 çул тултарчĕ. Çак тапхăрта центра сахал мар ĕç пурнăçланă тата çитменнине калас пулсан, питĕ кăтартуллă ĕçлени те куçкĕретех. Чăваш Енри Президентăн перинаталь центрĕ 2015-мĕш çулта Раççейри ача çураттаракан, чи лайăх центр ятне те çĕнсе илнине каланă  регион Пуçлăхĕ. Конференцие  пухăннисене ăнăçусем суннă, ачасен, амăшĕсен пурнăçĕшĕн яваплăха туйса ĕçлеме сĕннĕ, ĕçре пысăк пархатара тивĕçнисене патшалăх наградисене парса чысланă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова хăйĕн докладĕнче асăннă центрта çулсерен 4000 пине яхăн ача çуралнине пĕлтернĕ. Центрта пĕтĕмпех пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе специалистсем ĕçленине палăртнă. Чăваш Енре кăтартусем лайăх пулнишĕн, ытларах çак центрта ĕçлекенсен витĕмлĕхĕ пысăк пулнине палăртнă министр. Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин штатра тăман тĕп специалист-акушер Лейла Адамян конференцие пухăннисене Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн Министрĕ Вероника Скворцова ячĕпе ăшшăн саламланă.  «Чăваш Республикинчи медицина аталанăвĕн ĕçне Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерстви пысăка хурса хаклать. Чăваш Ене эпĕ тулли кăмăлпа килетĕп.  Манăн сирĕн пата килме сăлтавăм та пур.  Çак центр уçăлнă чухне, шăпах та 15 çул каялла эпĕ сирĕн патăрта пулнă. Чăваш Ен ытти регионсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче.  Кунта пĕтĕмпех йĕркеллĕ, технологисем паянхи пурнăçпа килĕшсе тăраççĕ», - тенĕ Лейла Адамян. «Форум пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма ирĕк парать.  Çамрăк тĕпчевçĕсен пĕрремĕш слечĕ. Пуласлăхра çакăн пек форума кашни çул ирттерме тĕллев лартăпăр», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. РФ тава тивĕçлĕ врачĕ, наукăпа техника облаçĕнче пысăк çитĕнӳсене тивĕçсе РФ Правительствин Премийĕн лауреачĕ, перинатальнăй медицинăн специалисчĕсен   Раççейри Ассоциацийĕн Президенчĕ, РАМН академикĕ, профессор, медицина наукин докторĕ Николай Володин хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республики малта пыракан технологисене пурнăçа кĕртсе пырассипе ăнăçлă ĕçлекен регион пулнине каланă.  Регионсем хушшинчи наукăпа практика конференцийĕ Чăваш Республикинче çу уйăхĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшччен пырать.   Тĕплĕнрех

 



30 мая 2016
10:05
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter