Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци влаçĕн территори органĕсен тата хула округĕсен ертӳçисемпе канашлу ирттернĕ

Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе федерацин тĕрлĕ службисен регионти ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ. Канашлăва пухăннисем республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2016 çулхи кăрлач уйăхĕнчен пуçласа ака уйăхĕчченхи ĕç кăтартăвĕсене пăхса тухнă. Экономикăри çăмăлах мар лару-тăру вăхăтĕнче те, çав вăхăтрах Тракторсем кăларакан заводра 9,5 пин çын вăхăтсăр канăва кайнă пулин те, пур-пĕрех республикăри промышленноç пайĕ чакман, 2016-мĕш çул 4 уйăхри ĕç пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, 114 процента çити хăпарни паха, ял хуçалăх таварĕсене тирпейленине пăхас пулсан – 111,1 процента çитнĕ.  Чăваш Енри агропромышленноç комплексне аталанса пыма патшалăх енчен 2016-мĕш çулта 800 млн. тенкĕ куçарса панă. «Çаксем пĕтĕмпех ял хуçалăх таварĕсен хакне сăлтавсăр хăпарса каяссинчен тытса чарма пулăшаççĕ», - тенĕ вăл.  Михаил Игнатьев планеркăна пухăннисемпе пĕрле регионти строительство пайĕнчи ĕçсене те тишкернĕ.  Пĕлтĕрхи çак тапхăрти кăтартупа танлаштарсан, кăçал 87,6 процента çити строительство ĕçне пурнăçланă, 80,8 пин тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хăпартса лартнă.  Михаил Игнатьев 2016-мĕш çулта строительствăна аталантарма 12 млрд. кая мар патшалăх енчен укçа куçнине асăннă. Вĕсенчен 4,1 млрд çурт-йĕр çавăрма палăртнине каланă.  «Ĕçлес текен строительсемшĕн пысăк укçа, яваплăха туйса тӳрĕ кăмăлпа ĕçлемелле çеç», - тенĕ калаçăва малалла тăснă май Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн сăмахĕнче пирĕн республика Атăлçи федераци округĕнче ытти регионсемпе танлаштарсан, промышленноç пайĕн кăтартăвĕпе пĕрремĕш вырăнта тăнине каланă. «АККОНД», «Ядринмолоко»,  «ДюПон Химпром», «Фирма «Август» «Вурнарский завод смесевых препаратов», «Строймаш», «Вурнарский мясокомбинат», «ЧЭАЗ», «ВНИИР», НПП «ЭКРА», «Промэнерго», «Автофургон», «КАФ», «ШЗСА», «ЧЗСА», «Алатырская бумажная фабрика», «Чувашхлебопродукт», «ХСН» организацисем хăйсен производство калăпăшне ӳстернине асăннă. Хими производствинче те ӳсĕм пысăк. «Август», Вурнарский завод смесевых препаратов», «ДюПон Химпром»  предприятисем кăтартуллă ĕçлени куçкĕретех. Республикăра ĕçлекенсен ĕç укçин виçи хăпарса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Пиллĕк уйăх хушшинче регионта 119 объект хута кайнă, 400 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Ку хутĕнче канашлăва пухăннисем ĕç укçипе пухăнса кайнă парăмсем пирки те сăмах пуçарнă. Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, парăм 15,6 млн. çитнĕ. Асăннă ыйтăва влаç органĕсенче, право йĕркине пăхса тăракан службăсем çивĕч тĕрĕслеве илнине каланă Михаил Игнатьев. Малашне те министрсене организацисемпе предприятисен ертӳçисемпе тачă çыхăну тытса ĕçлеме, парăмсене халăха парса татассипе кулленех тăрăшмаллине каланă. «Патшалăх программине кĕртнĕ пур тĕллеве те пирĕн йĕркеллĕ пурнăçламалла.  Вĕсене пурнăçлайман пирки сăлтавсем шырамалла мар, ыйтусене татса парас тесе тĕрлĕ майсем шырама пĕлмелле», - тесе çирĕп каланă Михаил Игнатьев.

Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов республикăри çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем пирки чарăнса тăнă. «Пĕлтĕрхипе танлаштарсан çурхи культурăсене акса хăварас плана туллин пурнăçланă. Кĕрхи культура хăш-пĕр районсенче лайăх упранманнине кура, çуркунне вăл лаптăксемпе ытларах ĕçлеме тивнĕ», - палăртнă министр.  Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, регионта çурхи культурăна 310 пин га çинче акса хăварнă. Палăртмалла, пĕлтĕрхинчен ултă пин ытла гектар ӳсни курăнать. Атăлçи федераци округĕнче пирĕн республика уй-хир ĕçĕсен кăтартăвĕпе  4-мĕш вырăнта тăрать. Регионта 13 муниципалитетра лартнă плана туллин пурнăçланă, чи нумай кăтарту Елчĕксен тата Патăрьелсен.  Кăçал çĕрулмине 8,6 пин гектар çинче лартса хăварнă. Хăмла пахчисем те регионта вăй илсе пыраççĕ. Çанталăк условийĕсене пăхăнса, выльăх-чĕрлĕх апатне вăхăтра тирпейлеме тытăнмаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Светлана Енилина бюджет ыйтăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Çу уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тупăш пайĕ 94,7 процентпа танлашать.  Федераци енчен уйăракан укçа-тенкĕпе тухăçлăн ĕçлемелли пирки каласа хăварнă вăл. Ку енĕпе ытларах Культура министерствин, Экономика министерствин тата Спорт министерствин тимлĕрех пулмаллине асăрхаттарнă.  Эрех-сăра сутассипе ĕçлекенсем  халăха суя ĕç хучĕсемпе тавара тивĕçтернине çирĕп тĕрĕслевре тытмаллине каланă право хуралĕнче тăрăшакансене республика Ертӳçи. 

Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери наукăпа практика конференцийĕ иртнĕ пирки тĕплĕн каласа хăварнă. Пĕтĕмпе Чăваш Республикине Раççейри 44 регионтан тĕрлĕ специалистсем килсе çитнине асăннă. Вĕсем пурте Чăваш Енри сывлăх сыхлавĕн ĕçне пысăка хакланине пĕлтернĕ, пысăк хăнасем пирĕн регион пирки ырăпа каланине, перинаталь центрĕн ĕçне ыттисемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче тенине халăх патне илсе çитермеллине, общественноçăн та ыйтăва тĕрĕс ăнланмаллине палăртнă. Чăннипех те, республикăра медицина курăмлăн аталанса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Паянхи пурнăçри тепĕр çивĕч ыйту пирки те манма юрамасть. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен пепкисене вăхăтра тимлĕх уйăрманнине кура, ачасем кантăкран тухса ӳкнĕ тĕслĕхсем пулни пурне те пăшăрхантарать. «Çуллахи кунсем çитрĕç тесен те йăнăш мар. Халăх чӳречесене  уçма хăтланать. Тепре чухне вара асăрханмалли мерăсем пирки те манса каять.  Ачасем пурнăçне вăхăтсăр татаççĕ. Тархасшăн та асăрхануллă пулăр», - тесе чĕнсе каланă министр.  Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, 2014 ҫулта кунашкал тӗслӗх нумай пулнӑ. Ун чухне 5 ача ҫӳллӗшӗнчен ӳкнӗ. 2015 ҫулта пилӗк ҫемье шар курнӑ. Ку инкек москитлӑ сеткӑсене пула сиксе тухать. Ҫавӑнпа ашшӗ-амӑшне асӑрхануллӑрах пулма сӗнеҫҫӗ.

Чăваш Енри ГКЧС председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан  Олег Павлов хăйĕн сăмахĕнче Çĕмĕрле районĕнче пулнă инкек пирки каласа кăтартнă.  Икĕ ача шывра путса вилнĕ. Аслисем юнашар пулманни вара пурне те шухăша ярать.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Светлана Петрова ППЭ пирки чарăнса тăнă. 6228 шкул ачи вырăс чĕлхипе экзамен тытнă.  Чăваш Енри Обществăлла палата Председателĕ Алексей Судленков ачасене экзаменсенче асăрхануллă пулма, пĕлĕве кирлĕ пек шайра кăтартса параймасан та, питех хуçăлса ӳкме юраманнине, колледжсене, техникумсене кĕме тăрăшмаллине каланă.   Тăрăшсан пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ, вĕренсе пĕлӳ пухас текен ача техникум пĕтерсен те, аслă шкула вĕренме кĕме пултарать.

 Нумай пулмасть Шупашкарта икӗ урапа ҫапӑннӑ — Volkswagen Polo тата ВАЗ-111930. Пӗрремӗш машинӑн рулӗ умӗнче 17 ҫулхи Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ пулнӑ. Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн икӗ водитель те суранланнӑ. Шупашкар хулин сини-менеджерӗ Алексей Ладыков хӑйӗн ывӑлӗшӗн явап тытма хатӗрри пирки пӗлтернӗ. «Ман ҫул ҫитмен ывӑл хӑйне тӗрӗс мар тытса пысӑк хӑрушлӑх кӑларса тӑратнӑ. Унӑн ӗҫӗсемшӗн эпӗ явап тытма хатӗр. Сире вара ачӑрсемпе пӑтӑрмахсем ан пулччӑр тесе сунатӑп, сирӗн ачасем сывӑ та телейлӗ пулччӑр», — пӗлтернӗ вӑл.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев регионти Шалти ĕçсен министерствине туххăмрах кирлĕ пек мерăсем йышăннăшăн тав тунă. «Эпир хамăрăн ачасемшĕн яваплă.  Ыйтăва политика çине куçарса ямалла мар. Айăплисене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттармалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Чăваш Енри шалти ĕçсен министрĕ  Сергей Неяскин хăйĕн сăмахĕнче çапла каланă: «Ачасемпе ĕçлемелле, вĕсене куçран вĕçертме юрамасть, ытлашши ирĕке ямалла мар. Енчен те 17 çултах çул-йĕр правилисене пăхăнмаççĕ пулсан, каярах вĕсенчен мĕн кĕтмелле… Ку ыйтупа çирĕп мерăсем йышăнăпăр», - тенĕ министр.    Канашлăва пухăннисем Пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль пирки калаçнă. Палăртнă ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев тĕплĕн паллаштарнă. Пурĕ Чăваш Енре 106 мероприяти йĕркеленĕ, 10 пин ытла çын кино курса савăннă. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те сӳтсе явнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

 



31 мая 2016
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter