Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă

 


Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Канашлăва пухăннисем Атăлçи федераци округĕнчи уполномоченнăй органĕсен ĕçĕсене тишкернĕ, наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракансен ытларах та ытларах профилактика ĕçне ӳстермелли пирки сӳтсе явнă.    Раççей Федерацийĕн Генеральнăй прокурорĕн çумĕ Сергей Зайцев хăйĕн сăмахĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин миграци службипе Раççей Федерацийĕн Федерацин наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан служби пĕр служба тытăмĕнче пуласси пирки калакан Указа алă пусса çирĕплетнине аса илнĕ.  «Пирĕн ку енĕпе ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пымалла, профилактикăсен йышне чакарма юрамасть, наркотиксен çаврăнăшне çĕнĕ шайпа тĕрĕслесе тăма пĕлмелле», - тенĕ Сергей Зайцев, таварсене саккунсăр майпа сутассинчен çирĕп асăрхамаллине, йĕрке йышăнмаллине каланă.  Паян вара пурне те чăрмав кӳрекенни - Интернет урлă им-çама халăх патне илсе çитерни пăшăрхантарать. «Çĕршыври прокурорсем пĕтĕмпе наркотиксем сутакан пăхма юраман 9 пин ытла сайт тупса палăртнă. 2013-мĕш çулхи кăтартусемпе танлаштарсан икĕ хут нумай пулни сисĕнет. Регионсенче наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комиссисен ертӳçисене ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă, ытларах çула çитмен çамрăксене тĕрĕслемеллине каланă.    Атăлçи федераци округĕнче çула çитмен çамрăксем йĕрке пăснă тĕслĕхсен шучĕ ӳсни курăнать, вĕсене учета илнин кăтартăвĕ те пысăккине палăртнă.  Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн çумĕ Алексей Сухов наркотиксемпе кĕрешесси чи çивĕч ыйтусенчен пĕри пулса тăнине асăннă, пурин те пысăк тимлĕх уйăрмаллине каланă. Пирĕн тăрăха наркăмăш Афганистанран килсе çитнĕ, паян уйрăмах Пермь крайĕнче лару-тăру ку енĕпе йывăр тесе хакланă. Раççейри Атăлçи федераци округне кĕрекен регионсенче пуринче те наркотикпа чирленисене сипленме ятарлă уйрăмсем йĕркеленине, халăха кирлĕ пек медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине пĕлтернĕ.  Чăваш Енре тăтăшах профилактика ĕçĕсене йĕркелесе ирттернине кура, наркотикпа алхасакансен йышĕ кăçал тăватă уйăх хушшинче 17,2 процента çити чакнă. Республикăра право хуралĕнче тăрăшакансем тĕрлĕ акцисем йĕркелени те питĕ усăллă пулнине, çамрăксене им-çампа алхасассинчен пăрнине каланă Михаил Игнатьев. Çамрăксем сывă пурнăç йĕркине кăмăл туни паха, халăх кулленех спорта çӳрет, хăйĕн сывлăхне çирĕплетет. Тĕплĕнрех





31 мая 2016
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter