Муркаш районĕ: патшалăх пулăшăвне тивĕçрĕç

Федерацин Атăлçи округĕнче пĕр çын пуçне пурăнмалли çурт-йĕр хута ярас енĕпе Чăваш Ен малта пыракансенчен пĕри шутланать.

Яш-кĕрĕме ялта çирĕплетсе хăвармалли тĕп майсенчен пĕри ял çыннин пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатни шутланать. Çавна май республика тата Раççей Правительствисем граждансене валли пулăшу уйăрассипе тĕрлĕ çăмăллăх вăя кĕртеççĕ. Ку тĕлĕшри программăсене   яллă вырăнсенче пурăнакан пиншер çын, вăл шутра çамрăк çемьесемпе çамрăк специалистсем те хутшăнаççĕ.

Майăн 25-мĕшĕнче пулăшу тивĕçнĕ çемьесем район администрацийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма май паракан пулăшу свидетельствине илчĕç. Субсиди уйăрасси федераци шайĕнчи "Жилище" тĕллевлĕ программăн "Обеспечение жильем молодых семей" хушма программипе тата "Устойчивое развитие сельских территорий на 2014 - 2017 годы и на период до 2020 года"   программипе килĕшÿллĕн пурнăçланать.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев патшалăх пулăшăвĕ тивĕçнине çирĕплетекен сертификата 17 çемьене парса чысларĕ. Вăл каланă тăрăх, район ку çул федераци шайĕнчи "Устойчивое развитие сельских территорий на 2014 - 2017 годы и на период до 2020 года" тĕллевлĕ программăпа ĕçлессине вĕçленĕ. 2016 çул валли çак тĕлĕшпе района 7737,3 пин тенкĕ укçа уйăрнă.  

Федераци шайĕнчи "Жилище" тĕллевлĕ программăн "Обеспечение жильем молодых семей" хушма программипе тата "Устойчивое развитие сельских территорий на 2014 - 2017 годы и на период до 2020 года" программăпа килĕшÿллĕн кăçал 15 çемье сертификатлă пулнă. Ку тĕлĕшпе федераци бюджетĕнчен 6683,8 пин тенкĕ, 6022 пин тенкĕ республика шайĕнчен тата 2484,7 пин тенкĕ район бюджетĕнчен укçа уйăрнă. Иртнĕ çул çÿлерех асăннă пулăшупа 34 çемье усă курма пултарнă.

- Кашниншĕн савăнăçлă самант, эпĕ те сирĕншĕн питĕ хавас. Патшалăх пулăшăвне тивĕçекенсем çулсеренех йышланса пыраççĕ. Çак пулăшу сирĕн пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парĕ, ачăрсем хăтлă кил-çуртра ÿссе аталанĕç, - терĕ Ростислав Николаевич свидетельство илме пухăннисене саламланă май.

Пулăшу тивĕçнисем йышланнинче район администрацийĕн ырă витĕмне те палăртса хăвармалла, çемьесене укçа-тенкĕпе тивĕçтересси район бюджетĕнчен те нумай килет. Республикăри хăш-пĕр район хушма укçа-тенкĕ уйăрассипе çителĕксĕртерех тимлет пулсан, муркашсем ку енĕпе - ăнăçлисем. Çитес вăхăтра çак укçа-тенкĕпе пĕрисем çурт-йĕр лартма палăртаççĕ, теприсем хваттер туянасшăн.

- Эпĕ Ф. Борзов уйрăм предпринимателĕн "Профи" автосервисĕнче ĕçлетĕп. Çемьере икĕ ача. Пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатассин черетĕнче виçĕ çул тăратăп. Çак вăхăтра эпир пысăк шанăçпа пурăнтăмăр, пире валли те пулăшу пуласса кĕтрĕмĕр. Акă манăн çемьешĕн те пысăк савăнăç çитрĕ, - терĕ Москакасси ял тăрăхне кĕрекен Пожедановка ялĕнчи Николай Соловьев сертификата алла илнĕ май.

Ростислав Николаевич çакна та палăртса хăварчĕ. Çамрăк специалистсемпе çемьесем валли кăна мар, тăлăх ачасем тĕлĕшпе ĕçлекен программа та япăх мар аталанса пырать. Тăлăха юлнă икĕ ача иртнĕ çул хăтлă çурт-йĕрлĕ пулнă. Кăçал та ку тĕлĕшпе 2785,8 пин тенкĕлĕх ĕç тума палăртнă, çак пулăшу виççĕне валли пулĕ.

Çул çитмен пилĕк тата ытларах ачаллă çемьесем те тимлĕхре. Çакăн йышши икĕ çемье валли 4035,48 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Иртнĕ çул асăннă категорири икĕ çемье çĕнĕ çурт-йĕрлĕ пулнă. Кĕçех 24 çемье авариллĕ çурт-йĕртен çĕннине куçĕ.

Патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ Çатракасси ял тăрăхĕнчи Наталия Андреева чи малтан республика ертÿлĕхне, район администрацийĕн пуçлăхне Ростислав Тимофеева тата ытти ĕçчене тав турĕ. Ырă сăмах калакансем татах та пулчĕç.    

Ростислав Николаевич патшалăх пулăшăвĕпе пĕлсе тата тĕрĕс усă курма сĕнчĕ. Çавăн пекех районта малашне çĕнĕ производство уçма палăртнă май çамрăксем тата ыттисем валли хушма ĕç вырăнĕсем пулассине асăнчĕ.

Р. Илларионова.



31 мая 2016
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter