Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илӳ предприятийĕсене çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕпе паллашнă, таварсен хакĕпе кăсăкланнă

 


Çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти суту-илӳ предприятийĕсене çитсе килнĕ, вĕсен ĕçĕпе паллашнă, таварсен хакĕпе кăсăкланнă.  Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле ĕçлĕ çулçӳревре  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов пулнă. Чи малтан ир-ирех Михаил Игнатьев «Николаевский» АХО ĕçĕпе паллашнă.  Халăх ытларах кунта ирхине пасара килет, 10 сехетрен пуçласа 11сехеччен лăк тулли çын тесен те йăнăш мар.  Ертӳçĕсем тĕрлĕ таварсен пахалăхне пăхнă тата хăш çĕршывран илсе килнипе кăсăкланнă.   Каламасăрах паллă, Чăваш Енрен, Белоруссирен, Азербайджанран, Таджикистанран, Узбекистанран, Арменирен тата ытти çĕршывран та сахал мар  тавара пасарта вырнаçтарнă.   Сутăçăсем таварсен хакĕ пирки  чарăнса тăнă, çĕрулмине  1 кг. 8-10 тенкĕпе халăха  сутнине асăннă, хăярсем вара 40 тенкĕ кăна.  

Вăрмар районĕнчен килнĕ сутуçă Варерий Васильев хăйĕн сăмахĕнче 20 çул ытла Краснодарский крайне таварсем туянма çӳренине пĕлтернĕ. Çулла тата кĕркунне вара пахча çимĕçе хамăр тăрăхра лартса çитĕнтернине каланă, ытлашшине халăха сутнине пĕлтернĕ. Ют çĕршывсенчен илсе килнĕ пылак шыва пасарта нумай тăратнине курнă ертӳçĕсем. «Раççейре хăй вăхăтĕнче тĕп санитар-врач пулса тăрăшнă, РФ Правительствин Председателĕн пулăшуçи Геннадий Онищенко фаст-фуд этемшĕн юрăхлă апат мар», - тесе çирĕплетсех каланă. Республика Пуçлăхĕ те экспертăн шухăшĕпе килĕшет. «Гыз галасы» кафере Чăваш Енре туса кăларнă таварсем йышлă пулнине курса ĕненнĕ, организацийĕн пуçлăхне ырланă.  Чăваш Ен Пуçлăхĕ предпринимательсемпе калаçнă, вĕсене хумхантаракан ыйтусем çине хурав панă. Тĕлпулу вăхăтĕнче обществăлла транспорт пирки сăмах пуçарнă. «Николаевский» суту-илӳ комплексĕ патне маршрут уçма пулмасть-ши тесе ыйтнă халăх. Ыйтăва татса пама вырăнти ертӳлĕхе кирлĕ пек мерăсем шырама каланă. «Çынсене пасара çӳреме яланах меллĕ пултăр тесен, транспортăн, паллах çӳремелле», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май. Предпринимательсене налук ыйтăвĕсем те кăсăклантарнă. Калаçăва пĕтĕмлетнĕ май, регион Ертӳçи Михаил Игнатьев таварсен хакĕсем сăлтавсăр ӳссе кайма юраманнине çирĕп асăрхаттарнă. 

Çак кун ертӳçĕсем тĕп пасара та çитсе килнĕ, кунта вара Чăваш Республикинчи районсенчен сахал мар тавар халăха сутма вырнаçтарнине курнă. Сĕт-çу, пахчара лартса çитĕнтермелли тĕрлĕ курăксем, хуçалăхра усă курма юракан ӳсен-тăрансем те йышлă пулнă.  Обществăлла транспортăн чарăну вырăнĕнче Чăваш Ен Пуçлăхне халăх  сахал мар ыйту панă. 14-мĕш №-лĕ автобус чарăну вырăнне графикпа килĕшӳллĕн килсе тăнă. Калас пулсан, транспортра çын йышлă пулнă, ытларах вара ватăсем. Ветерансем транспортпа çӳремелли билет хакĕ, налуксем çинчен ыйтса пĕлнĕ.  Михаил Игнатьев хула çыннисене Правительство хăй çине илнĕ пур социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăва та вăхăтра тата туллин  татса панине пĕлтернĕ.  Аса илтеретпĕр, 2016-мĕш çулта Чăваш Енре пурăнакансене социаллă пулăшусемпе тивĕçтерме пурĕ бюджета 6,8 млрд тенкĕ пăхса хăварнă.  Регионти кашни тăваттăмĕш çын пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕсемпе усă курнăшăн льгота илет.  Сахал тупăшлă çемьесене те ЖКХ пайне тӳлеме бюджетра укçа пăхса хăварнă, кăтартăва илес пулсан, 2015-мĕш çулхинчен 20 процент пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.   Çула май ертӳçĕсем квас тултарса тăратнă пичкене асăрханă, çуран утакансене чарăну вырăнне пыма чăрмав кӳнине курнă. Кун пек йĕркесĕрлĕх пулмалла маррине çирĕп асăрхаттарнă вырăнти ертӳлĕхе. Тĕп пасарта Михаил Игнатьев çынсемпе калаçнă, сутуçăсен шухăшне ыйтса пĕлнĕ.

Шупашкар районĕнче пурăнакан Валерий Тихонов ял хуçалăх ĕçĕпе тăрăшать. Çемьипех вĕсем теплицăра тĕрлĕ çимĕç ӳстерсе сутаççĕ. «Тупăш пурăнмаллăх çитет», - тесе хăй шухăшне каланă вăл.  Михаил Игнатьев тăпăрч сутакансемпе курнăçнă. Муркашсем 1 кг тăпăрча çынсене 180 тенкĕпе сутаççĕ. Хаклă мар. Калăпăр брынза сыра илес пулсан,  вăл 360 тенкĕ тăрать. Чăваш Енри тавар пахалăхĕ те пысăк, хакĕ те пĕчĕк пулни куçкĕретех. Зоня Владимировна ветеринар врач аш-какай пахалăхĕ пирки каласа кăтартнă. Пасарта ытларах Чăваш Енри пăру какайне тăратнине пĕлтернĕ.  Така, сурăх какайне вара Муркашсем, Каçал енсем, Шупашкар районĕпе Красноармейскийсем ытларах илсе килнине асăннă. Сысна какайĕпе Çĕрпӳсем тивĕçтернине пĕлтернĕ.  Таварсене çирĕп тĕрĕслевре тытнине каланă пасарти тĕп тухтăр.  Вера Волкова предприниматель чăх-чĕп какайне илсе килсе сутать. Ытларах халăх патне хăйсене тухса çӳреме сĕннĕ çулçӳреве тухнă ертӳçĕсем. Михаил Игнатьев шухăшĕпе предприниматель савăнсах килĕшнĕ, çитес вăхăтрах пурнăçа кĕртесси пирки каланă.  Сăмаха май, республика Ертӳçи паянхи куна патшалăх тивĕçтерекен пулăшусем çинчен каласа кăтартнă. 

Малалла ертӳçĕсем «Санар» ТМЯО суту-илӳ центрĕнче пулнă, вăл объект Мускав проспектĕнче 36-мĕш çуртра вырнаçнă. Организацийĕн ертӳçи Лидия Рогальская лавккара вĕсен 70 процента яхăн Чăваш Енре калăпланакан таварсем пулнине палăртнă.  Кунта çӳрекен халăхсем те кăмăллă калаçнă, таварсен пахалăхĕ пысăк пулнине асăннă.  Çул çӳрев ĕçне пĕтĕмлетнĕ май,  ял хуçалăх таварне халăх яланах ыйтнине, вĕсен хакĕ те пĕчĕк пулнине палăртнă Михаил Игнатьев.  «Чăваш халăхĕ ĕçлеме юратать, хăйне яланах таварсемпе тивĕçтерме пултарать», - тенĕ калаçăва пĕтĕмлетсе.



31 мая 2016
16:46
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter