«Юлашки икĕ эрнере РФ Правительстви хăш-пĕр хушусене алă пусса çирĕплетнĕ тăрăх, Чăваш Республикине 3 млрд. тенкĕ ытла укçа куçарăнĕ», - тенĕ Михаил Игнатьев

 2016-мĕш çулта федераци бюджетĕнчен Чăваш Республикине 4 млрд 212 млн тенкĕ куçать. Палăртнă пулăшу 2015-мĕш çулхипе танлаштарсан, 25 процент пысăкрах. Кун пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăра асăннă.    «Юлашки икĕ эрне хушшинче Раççей Федерацийĕн Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, çĕршыври регионсене финанс пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен калакан ĕç хучĕсене алă пусса çирĕплетнĕ. Чăваш Республикине 3 млрд. тенкĕ ытла куçарса парасси паллă», - тенĕ Михаил Игнатьев. Кăçалхи çул вĕренӳ пайне аталантарма 771,1 млн. тенкĕ куçĕ. Шупашкарти Гладков урамĕнчи  шкул строительство ĕçне 583,6 млн. тенкĕ уйăрĕç. Аслă шкулсемпе вăтам шкул пайне витĕм кӳме 141 млн. 803 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Çакăн пек пысăк пулăшусене куçарасси, Чăваш Республикине 2016-мĕш çулта РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев тата вице-премьер Ольга Голодец, РФ вĕренӳ Министрĕ  Дмитрий Ливанов килсе кайнипе те çыхăннă, ун чухне шăпах та вĕсем Чăваш Енри вĕренӳ пайĕн ĕçне пысăка хурса хакланă пулнă. Ялсенчи шкулсенче физкультурăпа спорт уйрăмĕсене хăтлă тума 22 млн. 311 пин тенкĕ куçарма палăртнă.  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2014-2016 çулcенче ялсенчи 100 спорт залне тирпейлесе хута яма палăртнине пĕлтернĕ. 2014-2015-мĕш çулсенче пĕтĕмпе ял тăрăхĕнче 69 спорт залне тĕпрен юсанă. 2016-мĕш çулта тата та 26 спорт зала çĕнетме палăртса хунă.  Сăмаха май, регионта çуллахи вăхăтра ачасен канăвне йĕркелессипе ĕçсем лайăх пулса пынине асăннă.   2016-мĕш çулта çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 360 млн. тенкĕ пăхса хăварнă. Вĕсенчен 19 млн. федераци бюджетĕнчен куçĕ. Раççей Правительстви çул-йĕр хуçалăх ыйтăвĕсем çине те пысăк тимлĕх уйăрать. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикине ĕçлĕ визитпа РФ транспорт Министрĕ Максим Соколов килсе кайнине те аса илсе хăварнă республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, ун чухне те регионти çул-йĕр ыйтăвĕсемпе кирлĕ пек шайра ĕçлесе пынине палăртса хăварнине аса илнĕ. Чăваш Республикине 2016-мĕш çулта çулсене сарма федераци хыснинчен 1млрд та 1 млн тенкĕ куçĕ. «Пурĕ Чăваш Енри çулсене тирпейлеме 4 млрд. фонд урлă пăхса хăварнă. Ĕçсен пахалăх шайне питĕ çирĕп тĕрĕслесе тăмалла. Халăхăн та ĕçсене епле йĕркелесе пынине пăхса тăмалла», - тесе каланă паянхи канашлура Михаил Игнатьев.  Ĕç рынокĕнчи лару-тăрăва Чăваш Ен Правительстви çирĕп тĕрĕслесе тăрать.   Регионти программăна пурнăçа кĕртсе пыма 183,2 млн. тенкĕ уйăрнă, вĕсенчен 55 млн. республика хыснинчен. Программăпа килĕшӳллĕн, регионти строительство  пайĕнчи ĕçсене, çурт-йĕр ыйтăвĕсене пурнăçлама 1 млрд 045 млн тенкĕ пăхса хăварнă.  ЖКХ пайне витĕм кӳрессипе ĕçлекен патшалăх корпорацийĕ Чăваш Енри пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен çынсене хăтлă хваттерсене куçарас тĕлĕшпе ыйтусене татса пама 797,72 млн. тенкĕ пăхса хăварнă, республикăран хушма укçа 616,84 млн. куçĕ. Асăннă программăпа республикăра 2017-мĕш çул тĕлне вĕçне тухма палăртса хунă.  Кун пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çирĕплетсе хăварнă. Патшалăх программипе кунсăр пуçне Чăваш Ен 229 млн. пулăшу илесси паллă. Финанс енĕпе çыхăннă ыйтусемпе влаç органĕсенчи ĕçченсене питĕ тимлĕ пулма сĕннĕ. Ыйтусене питĕ çирĕп тĕрĕслеме хушнă, бюджет укçи-тенкипе вăхăтра тата тухăçлă усă курма чĕнсе каланă республика Ертӳçи.  Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов хальхи вăхăтра ялсенчи шкулсенче уйрăм хăш-пĕр ыйтусемпе тĕплĕн ĕçлени пирки хыпара пĕлтернĕ. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Татьяна Богданова республикăри онкологи диспансерĕн строительство ĕçĕсемпе тĕплĕн паллаштарнă. Строительсем графика пăхăнса ĕçлесе пынине пĕлтернĕ министр тивĕçĕсене пурнăçлакан. Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп онкологĕпе Михаил Давыдовпа республикăри онкологи диспансерĕнче телемедицина центрĕ хута ярасси пирки калаçса килĕшни çинчен ырă хыпара пĕлтернĕ.  Ку хутĕнче Шупашкар хула ертӳлĕхĕпе Радужный тата Çĕнĕ хула (Новый город) микрорайонсенчи ача сачĕн строительство ĕçĕ пирки те калаçнă. «Пĕтĕмпе те çĕршыври 18 регионта çеç ача садне хута яма йышăну тунă.  Чăваш Республикине  229,3 млн. тенкĕ пăхса хăварнă.  Çак укçа ача сачĕсен икĕ объектне тата Çĕнĕ хула микрорайонти автомашина çулне сарса пĕтерме тăкакланĕ. Пирĕн тĕп тĕллев - ĕçе вăхăтра йĕркелесси», - тесе çирĕппĕн каланă Михаил Игнатьев.

Чăваш Республикин ĕçпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев тата Чăваш Республикин культура министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Константин Яковлев Çуркуннепе   ĕç уявне тата Мăнкун праçникне хатĕрленсе ирттернĕ мероприятисен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă. Пурĕ республикăра 170 чиркӳре Мăнкун уявĕн кĕллине вуланă,  Шупашкарти чиркӳсенче 11 пин ытла çын пулнă. Пĕтĕмпе регионта вара ку хисеп 50 пине те çитнĕ. Хулара Çуркуннепе ĕç уявĕсенче 32 пин ытла çын хутшăнса хăйсен кăмăлне тултарнă.  Мероприятисенче ĕç династийĕсене саламланă. Уявра нимĕнле кăлтăксем те пулман, ку чи пахи. Ĕç династийĕсене Правительство çурчĕпе паллаштарнă. Çакнашкал ырă пуçарăва малашне те йăлана кĕртсе тытса пымаллине каласа хăварнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче уяв мероприятийĕсем пĕтĕмпех çирĕплетнĕ планпа килĕшӳллĕн пулса пынине палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уяв йĕркелӳçисене тав тунă, çакăн йышши мероприятисем халăхсене пĕрлештерме май панине, туслăха çирĕплетме пулăшнине асăннă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çуркуннехи уй-хир ĕçĕсем пирки каласа хăварнă, районсенче çĕрулми лартма пуçлани пирки ырă хыпара пĕлтернĕ. Патшалăх енчен куçакан пулăшу çинчен асăннă, вăл 631 млн. тенкĕпе танлашнине каланă. Михаил Игнатьев хуçалăхсенче пысăк технологиллĕ хатĕрсемпе ытларах усă курмаллине, тĕслĕх вырăнĕнче «Прогресс» АХО тата  «Чурачикское» АУО ĕçсене палăртса хăварнă.  Паянхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсене пула, топливо перекетлеме май панине асăннă. Чăваш Республикин вĕренӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Владимир Иванов яш-кĕрĕмсен организацийĕсем пирки чарăнса тăнă. Пурĕ регионта 2500 пĕрлешӳ пулнине, вĕсене 100 пин ытла ача тăтăшах çӳренине каланă.  Паянхи канашлура Чулхула облаçĕнче пулса иртнĕ инкек пирки те сăмах пуçарнă. Бор хулинче строительство ĕçĕнче Чăваш Енри çынсем шар курнă. Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан  Татьяна Богданова пĕлтернĕ тăрăх, инкеке лекнисене сиплев учрежденине вырнаçтарнă, кирлĕ пек медицина пулăшăвĕпе тивĕçтернине асăннă. Вилнисен çемьисене пулăшу парас ыйтăва çирĕп тĕрĕслевре тытма хушнă Михаил Игнатьев. Кун йĕркине кĕртнĕ ытти ыйтусене те тĕплĕн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕçлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

 



04 мая 2016
14:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter