Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнĕ ятпа ирттерекен уява хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комиссийĕн ларăвне ирттернĕ

 


Çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 71 çул çитнĕ ятпа ирттерекен уява хатĕрленес енĕпе ĕçлекен йĕркелӳ комиссийĕн ларăвне ирттернĕ. Ĕçпе социаллă хӳтлĕх министерстви палăртнă тăрăх, республикăра пĕтĕмпе 1250 сусăр çынпа Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранне, вăрçăра пуç хунă салтак арăмĕсем - 62,  тыл ĕçченĕсем -18,9 пин çынна шута илнĕ. Сергей Димитриев министр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн саламĕсене вăрçă ветеранĕсем патне киле илсе çитерме хатĕрленнине асăннă.  Пурĕ 2 пин те 500 ветерана саламлама палăртнă.  Социаллă хӳтлĕх паракан служба ĕçченĕсемпе пĕрле муниципалитетсенче вăй хуракансем кашни ветеранăн пурнăç условийĕсен шайне тухса тĕрĕсленине, хăшĕ-пĕрисен хваттерĕсене юсав ĕçĕсем те йĕркелесе пама май килнине пĕлтернĕ.   Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ Александр Иванов 2016-мĕш çулта  пĕрремĕш кварталта пĕтĕмпе вăрçă темипе республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче – хаçат, журнал, теле-радио куравĕсенче 570 калав тухнине пĕлтернĕ.  Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хăйĕн сăмахĕнче Шупашкарта Çĕнтерӳ уявĕ «Астăватпăр! Мăнаçланатпăр! Пурăнатпăр!» ятпа иртессине пĕлтернĕ.  Хулари урамсенче уява хатĕрленсе ятарлă куравсем те ĕçлессине палăртнă. Паттăр салтаксен сăнӳкерчĕкĕсене курăнмалли вырăнсенче хатĕрлесе тăратнине асăннă. Михаил Игнатьев палăксене муниципалитетсенче пĕтĕмпех йĕркене кĕртсе пĕтермеллине çирĕп асăрхаттарса хăварнă.  Уява хатĕрленсе ирттерекен чи пысăк мероприятисем пирки ытларах чарăнса тăнă.  Леонид Черкесов хулара çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Çĕнтерӳ кунĕ» флеш-моб иртессине каланă. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче палăксем умне чĕрĕ чечек çыххисене хума палăртнă. Çар техникисенчен йĕркелесе тăратнă парад пулĕ. Ку ыйтупа ытларах Чăваш Республикин çар комиссарĕ Александр Мокрушин паллаштарнă. Вăл каланă тăрăх, парадра 1200 çынна явăçтарма, 60 ед техника пулассине асăннă. «Вилĕмсĕр полк» акцине Шупашкар хулин çыннисем тăваттăмĕш çул хутшăнаççĕ.  Çак паллă куна халалласа, вăрçăра пуç хунă салтаксен тус-юлташĕсем, çывăх çыннисем, тăванĕсем вĕсен сăнӳкерчĕкĕсене алра тытса парада тухĕç. Уяв тĕрлĕ хаваслă пулăм парнелессе шантарать. Çĕнтерӳ кунĕнче салют каçхине 10 сехетре пулĕ.  Халăха турттармалли транспортсене каçхи 11 сехеччен çӳретме ирĕк панă. Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин полици пуçлăхĕн çумĕ Валерий Жуковец уявра йĕркене хурал тăрассипе пĕтĕмпех ĕçсене хатĕрлесе çитернине палăртнă.  Чăваш Республикин шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн Управлени пуçлăхĕ Владимир Романов хăйĕн докладĕнче Шупашкарта çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче ирхине 7 сехетрен пуçласа 14:00 сехеччен çулсене хупнине, автомашинăсене çӳреме чарасси пирки хыпара каланă, троллейбуссем çеç халăха илсе çӳретессине палăртнă. Ларăва пĕтĕмлетнĕ май, Михаил Игнатьев пирĕн пурсăмăрăн та пĕр тĕллев – ветерансене тимлĕх уйăрасси пулнине каланă.  Çĕнтерӳ кунне уявлани – çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре витĕм кӳме пулăшнине, паттăр салтаксене асра тытса, ĕмĕрлĕхех вĕсен ятне упрама вĕрентсе пынине каланă Михаил Игнатьев. Тĕплĕнрех



04 мая 2016
17:59
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter